08:36 21 октября 2013 г.
– Хаçат-журнал çырăнтармалли вунă кунлăха çулленех ирттеретпĕр, анчах çынсем кăçалхи пек активлă пулнине астумастăп, – пĕлтерет Вăрнар почтамчĕн çырăнтару участокĕн пĕрремĕш класлă специалисчĕ Полина Иосифова. – Халăх периодика пичетне кăмăллани савăнтарать, «Çĕнтерÿ çулĕн» тусĕсем уйрăмах йышлă.
Кĕçнерни кун Çырăнакансен кунĕ çÿллĕ шайра иртнĕ. Почтамтра тимлекенсем лотерея вылявне йĕркеленĕ. Çав кун кунта килнисем пурте парнеллĕ пулнă.
Вунă кунлăхра, малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата 1000 ытла çын çырăннă. Çитес уйăхра район хаçатне çырăннисем хушшинче чаплă япаласен черетлĕ вылявĕ пулать.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии