08:32 21 октября 2013 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Тĕп тема – шкул çулĕчченхи вĕрентÿпе тивĕçтересси.
Паянхи куна Раççейре 5,5 млн ача садиксене çÿрет, çав вăхăтрах 500 пине яхăн ача черетре тăрать. Вĕсен шутне чакарас тĕллевпе регионсенче шкул çулĕчченхи учрежденисем çĕклес, пуррисене реконструкцилес, унччен ача сачĕсем пулнă çуртсене тавăрас ĕçсем пыраççĕ. Çемье ушкăнĕсем йĕркелес тĕслĕхсем те пур. Çулталăк пуçланнăранпа шкул çулĕчченхи учрежденисенче 220-е яхăн çĕнĕ вырăн тума май килнĕ, анчах ку çителĕксĕр.
Кăçал регионсенче шкул çулĕчченхи вĕрентĕве модернизацилеме субсиди мелĕпе 50 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионсенче ку укçа-тенкĕн 20 процентне ĕçе кĕртнĕ. Ача сачĕсенче çĕнĕ вырăнсем туса парассипе вунă регион малта, вăл шутра Чăваш Республики те. Кун çинчен Раççей Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Ливанов пĕлтернĕ. Вăл кăçал Раççейре 550 çĕнĕ ача сачĕ уçăлассине, çитес çултан ача сачĕсене «электронлă черетпе» тăма пуçлассине каланă.
Патшалăх Думин Чăваш енрен тăратнă депутачĕ, Думăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕ председателĕн заместителĕ Алена Аршинова «Единая Россия» фракци федераллă программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрма пăрахать текен сас-хурана сирес тĕллевпе федераллă бюджета ача сачĕсен строительствине уйрăм йĕркепе кĕртме сĕннĕ. Ун шучĕпе 2014 çулта ку тĕллевпе 100 млрд, 2015 çулта 80 млрд тенкĕ уйăрмалла.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енре черетре виçĕ çултан аслăрах 302 ача пулнине каланă. 2015 çултан ачасене çулталăк çурăранах вырнаçтарас ыйтăва татса парăпăр, пĕлтернĕ вăл.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии