Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика Пуçлăхĕ Вăрнарта пулчĕ

08:28 21 октября 2013 г.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ, ĕççипе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕн» ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ

М.Игнатьев акционерсен «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществине çитсе курчĕ, ял хуçалăхĕнчи çак вăхăтри лару-тăрăва тишкерчĕ. Комбинатра хальлĕхе тĕшĕлĕх кукурузăна вырса çапас ĕç вĕçленмен-ха. Тĕшĕ ытлашши нÿрĕ – типĕтме ансат мар. Сушилка талăкĕпех ĕçре. Кукуруза тухăçĕ пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн пысăкрах – гектартан 70 центнер тухать. Çĕнĕрен туяннă комбайнсемпе жаткăсем тăкаксене чакарма май параççĕ. Районĕпе кăçал çĕнĕрен сакăр комбайн туяннă. «Техĕмлĕхĕпе кукуруза фуражлăх тырăран чылай хăватлăрах, – палăртнă Республика Пуçлăхĕ, – тĕш тырă кăçал вăтамран 18-шар центнер илтĕмĕр пулсан, кукуруза тĕшшин тухăçĕ темиçе хут пысăкрах пулчĕ. Кукуруза акса туса Вăрнар, Элĕк, Етĕрне районĕсем тĕрĕс тăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекене кукуруза питĕ кирлĕ».

Çĕр улмине районта 936 гектар лартнă. 830 гектарне алла илнĕ темелле. Кĕр тыррисене 4475 гектар акнă.

Кĕрхи çанталăк çĕр ĕçченне самай канăçсăрлантарчĕ. Анчах уй-хир пурлăхне никам та ана çинче хăварасшăн мар.

Л.ИВАНОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика