10:10 09 октября 2013 г.
Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен тытăмĕнче штаб подразделенийĕсем йĕркеленнĕренпе тунти кун 95 çул çитнĕ.
Штаб сотрудникĕсем киревсĕр ĕçсене тишкерессипе тата хăрушă преступниксене тытса чарассипе тÿрремĕн тимлемеççĕ пулин те, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕле куллен пурнăçлаççĕ. Тĕрĕсссипе, вĕсем – полици ĕçне пĕтĕмĕшле йĕркелесе пыраканĕсем, пур подразделени ĕçне тишкерекенсем, оперативлă лару-тăрăва хаклакансем.
РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн (унччен шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн) штабне сакăр çул ытла пай пуçлăхĕн заместителĕ Ярослав Никифоров шалти служба подполковникĕ ертсе пырать. Пысăк опытлă сотрудник, йĕрке хуралĕн ĕçне пур енчен те лайăх пĕлет – шалти ĕçсен органĕсенче 1994 çултанпа. Штаб пуçлăхĕнче 2005 çултанпа вăй хума пуçланăранпа учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетессипе, оперативлă лару-тăрăва асăрхаса тăрассипе, справкăпа информаци фондне йĕркелессипе тата ыттипе пысăк ĕç пурнăçланă. Унăн ĕçне лайăх хак парса тĕрлĕ наградăпа чысланă. Çав шутра – РФ шалти ĕçсен министрĕ Р.Нургалиев алă пуснă Хисеп грамоти, «Службăри хастарлăхшăн» тата «Çарти пĕрлĕхшĕн» медальсем, тĕрлĕ шайри грамотăсем тата ыттисем. Ярослав Никифоров – çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ, Чăваш енĕн пĕрлехи отрячĕ йышĕнче Чечня Республикинче йĕркелĕхе тивĕçтерме, граждансен пурнăçĕпе прависене хÿтĕлеме хутшăннă. Ярослав Александрович район хаçачĕпе чылай çул туслă çыхăну тытать. Хаçатра районти оперативлă лару-тăрăва çутатса пыма информаципе тивĕçтерет, вырăнти йĕрке хуралçисен çăмăл мар службипе паллаштарать, киревсĕр ĕçсене асăрхаттарма пулăшакан статья-заметка пичетлет.
Информаци тивĕçтерĕвĕн ушкăнĕн инспекторĕ Виктор Богатов шалти ĕçсен районти пайĕнче 2006 çултанпа. Çак вăхăтра штаб ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренсе хăнăхма ĕлкĕрнĕ. Роза Куранова инспектор та, шалти ĕçсен пайĕнче нумаях тимлемест пулин те, хăйне пултаруллă кăтартать. Çавăн пекех «Вурнарский» пай асăрхавра тытакан Элĕк районĕнче штаб инспекторĕн тивĕçĕсене Николай Филиппов пурнăçласа пырать.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии