10:09 09 октября 2013 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕ аслă ăрури çынсене пулăшасси, хисеп тăвасси, вĕсен ватлăхĕ канлĕ пуласси пирĕнтен килни, çакă пирĕн кулленхи тивĕç пулса тăни пирки аса илтерет. Çавалкас ял тăрăхĕнче çак куна малтан Çавалкасра, унтан Сăкăтра паллă турăмăр. Ытти çулхи пекех колхоз столовăйĕнче пуçтарăнчĕç. Ветерансене Вăрнар район пуçлăхĕ, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов саламларĕ. «Эсир тунă никĕс çинче пурăнатпăр, сирĕн ĕçсене малалла тăсса пырса районта тырă туса илессипе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те малти ретсенче пыма тăрăшатпăр», – терĕ. Килнисене Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов çирĕп сывлăх сунчĕ. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăнăçлă юрăсем парнелерĕç. Анастасия Христанова ватă çынсене хăйпе пĕрле юрлаттарчĕ. Пенсионерсем чăваш ташшипе çаврăнчĕç.
Килес çул та çак йышран сахал мар пуçтарăнма калаçса татăлчĕç.
Алевтина Степанова.
Çавалкас.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии