10:06 09 октября 2013 г.
Эпир, шкул çулĕчченхи вĕрентÿ ветеранĕсем, професси уявĕ тĕлне поселокри «Солнышко» ача садĕнче хăнара пулса куртăмăр.
Кунта тимлекен пултаруллă ĕçченсем чаплă уяв концерчĕ хатĕрлесе ирттерчĕç, унта тăватă ÿсĕмри ачасен ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Ачасен пултарулăхĕ çав тери килĕшрĕ: вĕсем илемлĕ юрларĕç тата хÿхĕм ташăсемпе савăнтарчĕç. Н.Федотова, Е.Павлова, М.Павлова, Э.Батленова воспитательсем вĕренекенĕсемпе пĕтĕм кăмăлтан тăрăшса ĕçлени курăнчĕ. С.Щукин музыка ертÿçин профессионаллă ĕçне те уйрăммăн палăртас килет. Сергей Николаевич кунта нумай ĕçлемест пулин те, музыка хатĕрлевĕн шайĕ ÿсни сисĕнет.
Эпир ку учрежденинче тимлекен мĕн пур коллектива (заведующийĕ – Ирина Эрнотовна Львова) ÿсĕмлĕ те пултаруллă, çăмăл мар ĕçшĕн тав сăмахĕсем калатпăр, малашне те çитĕнÿсем туса пыма сунатпăр.
Л.Никитина, В.Емельянова, В.Трофимова.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии