09:54 09 октября 2013 г.
Кивĕ çурт-йĕре пăсас тата вĕсенче пурăнакан çынсене куçарас ĕç республикăра ятарлă программăпа пурнăçланса пырать. 2008 çултанпа ку тĕллевпе 1921,7 миллион тенкĕпе усă курнă, вăл шутран 1417,8 миллион тенки – Фонд укçи, 449,9 миллион тенки – республика, 54 миллион тенки вырăнти бюджетсенчен. Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 460 çуртра пурăннă 5,2 пин çынна (1926 çемье) çĕнĕ çĕре куçарнă. Вĕсене тивĕçтернĕ пурăнмалли хăтлă лаптăк 88 пин ытла тăваткал метрпа танлашать.
Чăваш енре 2013–2015 çулсенче çĕрĕшнĕ 822 çурта (157,6 тăваткал метр) пăсмалла, вĕсенче 12,6 пин çын (4810 çемье) пурăнать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 168-мĕш "-пе çирĕплетнĕ «Чăваш Республикинче вырнаçнă кивĕ çурт-йĕртен граждансене куçарасси» адреслă программăпа килĕшÿллĕн 2015 çул вĕçне Чăваш енре мĕнпур çĕрĕшнĕ çурта пĕтерме палăртнă.
Программăн пĕтĕмĕшле хакĕ 4585,44 миллион тенкĕпе танлашать. Вăл шутран Фонд 2102,39 миллион тенкĕ, республика бюджечĕ 2367,42 миллион тенкĕ хушса тÿлет. Кивĕ тата çĕнĕрен тивĕçтерекен çуртсенчи лаптăксен танмарлăхĕн хакне саплаштарма вырăнти бюджетсем 115,62 миллион тенкĕ хывĕç.
Кăçал валли мĕнпур çăл куçран 1377,1 миллион тенкĕ уйăрнă. 3,5 пин çын е 1,4 пин çемье çĕнĕ кĕтеслĕ пулĕç. Хальхи вăхăтра Фондран республикăна 260,5 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, республика уйăракан 167,1 миллион тенкĕпе пĕрле вĕсене районсемпе хуласене куçарса парĕç. Ытти суммăна Фонд çурт çĕклеме е туянма çырнă муниципаллă контрактсене тăратнă тата хÿтĕленĕ хыççăн куçарса парать.
2013 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи 240-мĕш "-лĕ «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе пĕрлешсе ĕçлекен Фонд çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн республикăри адреслă программăна 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăсмалла. Хальхи вăхăтра Чăваш енри строительство министерствинче 2013–2017 çулсем валли «Чăваш Республикинче вырнаçнă кивĕ çурт-йĕртен граждансене куçарасси» адреслă программăна хатĕрлесе çитернĕ, вĕсене ку ĕçпе çыхăннă ведомствăсемпе министерствăсене пăхса тухма ярса панă.
Палăртмалла, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе пĕрлешсе ĕçлекен Фонд 2016–2017 çулсем валли хушма 333,8 миллион тенкĕ уйăрнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии