09:45 09 октября 2013 г.
Станислав Кошкин ÿнерçĕ 65 çул тултарчĕ. Вăл Ленинградри çамрăксен театрĕнче – Ленсовет ячĕллĕ театр филиалĕнче – художник-постановщикре чылай çул ĕçленĕ. Станислав Константинович К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче – И.Петровăн «Телейпе Илем» пьесине (1977), Я.Ухсайăн «Тутимĕр» трагедине (1980), П.Осиповăн «Айтар» драмине (1980), Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче В.Ходяшевăн «Чудесная вышивальщица» (1979), П.Чайковскин «Франческа да Римини» (1987), Ж.Бизен «Искатели жемчуга» спектаклĕсене сцена çине кăларма хутшăннă.
Юбиляра саламлама юлташĕсем, ентешĕсем нумайăн пухăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Питĕрти тата Ленинград облаçĕнчи суту-илÿпе экономика представителĕ Владимир Живов Станислав Константиновича Тав çырăвĕпе чысланă. «Эсир – Питĕрти чăвашсен ентешлĕхĕн чи хастар членĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ хулинче пурнăçланă ĕçĕрсем яланах ăнăçлă пулса тухнă. Малашне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарăр!», – тенĕ унта.
С.Кошкин Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалăх институтне пĕтернĕ. Театр художникĕ, ЧАССР тава тивĕçлĕ художникĕ (1988), РФ Художниксен союзĕн членĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии