Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурт çĕклеме, хуçалăх тытма

09:42 09 октября 2013 г.

Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 10-мĕш номерлĕ саккунне пурнăçласа нумай ачаллă çемьесене районта çĕр пайĕсене харпăрлăха тÿлевсĕр параççĕ. Унпа виçĕ тĕллевпе усă курма юрать: çурт-йĕр лартма, уйрăм хушма хуçалăх е дача тытма. Çемьен çĕр участокне пĕр хутчен кăна илме право пур. Кунсăр пуçне çĕре пурăнмалли уйрăм çурт-йĕр хăпартас тĕллевпе илме çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăмалла. Анчах ачисем 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă çемьесем çĕр участокне çурт-йĕр условийĕсене пăхмасăрах тивĕçеççĕ.

Нумай ачаллисем шутне виçĕ е ытларах ача (çав шутра тăван мар ывăл-хĕре, усрав ачасене) ÿстерекен çемьесем кĕреççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, пĕрмаях е ытларах чухне хамăр республикăра пурăнмалла, 18 çула çитмен тата Раççей гражданĕсем пулмалла.

Вĕсем тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн прависене хăтарнă е чакарнă, усрава пăрахăçланă ачасене, суд йышăнăвĕпе тĕрме-колонире айăплав вăхăтне ирттерекен, 18 çула çитиччен мăшăрланнă ачасене нумай ачаллă çемье тытăмне кĕртмеççĕ.

Кăçалхи сентябрь тĕлне районта пĕтĕмпе нумай ачаллă 164 çемье учетра шутланать. Вĕсенчен 106-шĕ çĕр участокĕсене илнĕ ĕнтĕ: 93-шĕ – уйрăм хушма хуçалăх тытма, тăххăрăшĕ – çурт-йĕр лартма, тăваттăшĕ – дача валли.

Ершепуç (Е.Музяков), Уйкас Кипек (А.Петров), Çĕрпел (И.Шашкова), Кульцав (Е.Нараткин), Мăн Явăш (А.Васильев), Калинино (Л.Иванова), Вăрманкас (В.Павлов), Малти Ишек (В.Семенов), Ярмушка (А.Петров) ял поселенийĕсенче нумай ачаллă çемьесем валли уйăрса пама çĕр участокĕсене йĕркеленĕ.

Çав вăхăтрах ку енĕпе япăхрах ĕçлекенсем те пур. Вĕсем – Упнер (И.Афанасьев), Аçăмçырми (О.Петров), Хирпуç (В.Терентьев), Мăн Турхан (О.Григорьев) ял поселенийĕсем. Вăрнар хула поселенийĕ, сăмахран, уйрăм хушма хуçалăх пуçарса ярас тĕллевлисем валли çĕр участокĕсене Упнер ял поселенийĕн территорийĕнче йĕркеленĕ. Пушă çĕр çуккипе уйрăм çурт-йĕр лартма çĕр участокĕсене йĕркелеме май килмен.

Нумай ачаллă тесе йышăннă, тÿлевсĕр çĕр участокĕ илес текен çемьесен учета тăма район администрацийĕн 313-мĕш пÿлĕмне (социаллă аталану пайĕ, т.2-53-87) килмелле. Ку ыйтупа тĕплĕнрех экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнче (110-мĕш пÿлĕм) консультаци параççĕ, заявлени çырма патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсем парассипе тимлекен центрта (106-мĕш пÿлĕм) пулăшаççĕ.

Н.ВОЛКОВА,

район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн

пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика