09:40 09 октября 2013 г.
Шăмат кун районти культурăпа кану центрĕнче Учитель кунне халалласа уяв каçĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов уçнă. Вăл чи лайăх шкулсем тата чи лайăх учительсем район мăнаçлăхĕ пулнине палăртнă.
Кунашкаллисем сахал маррине педагогсем çулсеренех тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерни çирĕплетет. Кăçал ав Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕн заместителĕ, математика учителĕ Татьяна Сапожникова республикăри «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çак шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Физер «Самый классный классный» конкурсăн республика призерĕ. Ку вĕрентÿ учрежденийĕ вара çĕнĕлĕхсене пурнăçа анлă кĕртсе пынăшăн Чăваш ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.
Укçа-тенкĕ пулăшăвне çавăн пекех ача-пăча ÿнер шкулĕн педагогĕ Елена Сухарева тата Вăрнарти 3-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Надежда Миронова та тивĕçнĕ.
Николай Иванов вĕрентекенсем хăйсен квалификацине ÿстерес тесе тăрăшнине ырланă: районта паян учительсен 82 проценчĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ.
Педагогсене çавăн пекех уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăй енчен тата район пуçлăхĕ Валерий Шумилов ятĕнчен саламланă, пĕлÿ парас ĕçри пысăк кăтартусемшĕн тав тунă, грамотăсемпе чысланă.
Чăваш ен Патшалăх Канашĕн секретариачĕн ертÿçи Анатолий Кузьмин правительство наградисем панă. Педагогсем патне вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата Патшалăх Канашĕн председателĕн Юрий Поповăн саламĕсене çитернĕ.
Уявра çамрăк педагогсене, вĕрентÿ ĕçне тин тытăннă çамрăк сакăр специалиста дипломсемпе хавхалантарнă. Профсоюз активисчĕсене Раççей халăх вĕрентĕвĕн тата наукин ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председателĕ Михаил Антонов грамотăсем панă. Уяв каçĕ «Чăваш ен» эстрада ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленнĕ.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии