Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ашшĕ-амăшĕ тимлетĕр

09:34 07 октября 2013 г.

Çула çитменнисем хутшăннипе пулакан преступленисене, йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсене, вĕсем çул çинче инкеке лекессине асăрхаттарас тĕллевпе сентябрĕн 23-мĕшĕнче республикăра «Полици тата ачасем» акци старт илчĕ.

Районта та ку енĕпе лару-тăру йывăртарах. Ытти районсенчи пекех хамăр тăрăхра та çула çитменнисем хушшинче преступноç шайĕ ÿсет. Енчен те пĕлтĕрхи сакăр уйăхра ачасемпе çамрăксен айăпĕпе виçĕ преступлени кăна пулнă-тăк, кăçал тăххăра çитнĕ. Преступленисем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене тишкернĕ май тĕлĕнмесĕр май çук: пĕчĕк ачасем (6 çултан пуçласа) йывăр преступленисем туни те тĕл пулать.

Киревсĕр ĕçсене пурнăçланă вăхăт уйрăмах ашшĕ-амăшĕсене шутлаттарма кирлĕ: ирхине 12 сехетчен тата 13–18 сехет хушшинче – икшер, 19 сехетпе 24 сехетчен – пилĕк преступлени. Çапла майпа ачасем каçхи вăхăтра йĕркене ытларах пăсаççĕ. Çак вăхăтра ачисем хăйсене мĕнле тытнишĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă пулнине шута илсен, тĕрĕслев çителĕксĕрри курăнать.

Тепĕр чухне çула çитмен ачана çурçĕр иртсен шалти ĕçсен пайне илсе килме тивет. Анчах ашшĕ-амăшĕ шăнкăравламаççĕ те, ывăлĕ-хĕрĕсене шырамаççĕ те. Ачисен шăпи, вĕсен малашлăхĕ пăшăрхантармасть те пулмалла.

Уйрăлнă ашшĕ-амăшĕсене те асăрхаттарас килет: пĕр-пĕринпе çемьеллĕ пурăнмасан та иккĕшĕ те пĕр пек праваллă, ачисене воспитани парассишĕн пĕр пек яваплă. Амăшĕ акă ывăлĕ-хĕрĕсене тивĕçлĕ ÿстерсе çын тăвассишĕн темиçе ĕçре тимлесе тапаçланать, ашшĕ вара ачисем валли вăхăт та «тупаймасть», е ĕçке ярăннă тата ытти те. Кун пекки те сайра мар. Тăван тĕпренчĕкĕн телейлĕ ачалăхĕ аслисемшĕн пĕрремĕшле тĕллев пулмалла.

Акци вăхăтĕнче полици сотрудникĕсем кунсерен вĕрентÿ учрежденийĕсенче калаçусем, вĕренÿрен пăрăнакан ачасене тупса палăртассипе тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çавăн пекех йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çамрăксене тата ашшĕ-амăшĕсене консультаци пулăшăвĕ параççĕ.

Д.ИВАНОВА,

çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен

инспектор.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика