09:31 07 октября 2013 г.
Çĕр-планетăн тĕнче уçлăхĕнчи пирвайхи савнă хĕрĕ-ывăлĕ вырăнĕнчи çÿревçине вĕçтернĕренпе ĕнер 56 çул çитрĕ. Ман алăра «Правда» хаçатăн 1957 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче тухнă номерĕ. «Совет Союзĕн наукăпа техника аталанăвĕнчи историлле çĕнĕ çĕнтерĕвне прогрессивлă этемлĕх хĕрÿллĕн саламлать», – тенĕ. «Триумф», «тĕнчене «тĕлĕнтерсе», «чи çÿлте», «чăрсăр ĕмĕтсем», «лайăх!», «пурнăçланчĕ!», «вырăссем пултарчĕç!», «ăслăлăх çĕнтерет», «чыс та мухтав!» йышши сăмахсем нумай. Патшалăх пуçлăхĕсен, чаплă ученăйсен сăмахĕсене илсе кăтартнă (Жолио-Кюрипе Джозеф Каплан заявленийĕсем – Париж, Нью-Йорк). Константин Циолковскин магнитлă пленка çине çырса илнĕ сăмахне – 1933 çулхи Майăн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьре итлеттернине – пичетленĕ. СССР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ Е.Федоров Совет çĕршывĕн космосри малашнехи ĕçĕ-хĕлĕпе ĕмĕчĕсем çинчен каласа кăтартать. Шăла çыртса та пулин «Совет Союзĕ СШАна хăваласа иртрĕ» тенĕ-мĕн американецсем...
Раççейре ĕнер Космос Çарĕсен кунне паллă турĕç. Паллах, пирвайхи спутнике те асилчĕç. Космосри çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем шăпах çавăнтан пуçланнă.
В.МИХАЙЛОВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии