09:05 07 октября 2013 г.
Çакна Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова «Парламентская газета» Раççей аслă шкулĕсен пахалăхĕн мониторингне халалласа ирттернĕ çавра сĕтеле хутшăннă май каланă.
Ун шучĕпе ку темăра «пушă вырăн» пур, сферăна кирлĕ пек тимлĕх уйăрман. «Рейтинг ирттерес шухăш, паллах, тĕрĕс. Анчах та эпĕ халăх майлă, вăл реформăна сисчÿллĕн йышăнчĕ», – тенĕ депутат. Нимĕнле реформăна та ăнсăртран ирттермелле мар, нимĕнле чиновник та общество майлă пулмасăр ĕçе пуçăнма пултараймасть, ăнлантарнă вăл. Аслă шкулсен эффективлăхĕн рейтингĕ пирки те çакнах каламалла, шутлать парламентарий.
Вăл çавăн пекех кашни ведомствăн «хăйĕн университечĕшĕн кĕрешмелле» тесе шутлать. «Пĕрремĕш юхăм васкавлă пулчĕ, халăх та, министерство та, унăн партнерĕсем те шар курчĕç. Йăнăшсене шута илессе шанатăп»,– пĕлтернĕ А.Аршинова ку енĕпе «пысăк ĕç» тунине палăртса.
Çавăн пекех вăл ял хуçалăх аслă шкулĕсенчи студентсен пĕлÿ шайĕ пирки иккĕленме кирлĕ маррине палăртнă. А.Аршинова: « Кашни университет регионсене аталантаракан ăслăлăх центрĕ шутланать. Кашнин хăйĕн специализацийĕ. Пĕр аслă шкул та ытлашши мар. Вĕрентÿ министерстви, шел те, пирĕн аргументсене илтмерĕ».
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии