09:58 02 октября 2013 г.
ИТАР-ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев федераци субъекчĕсен «Газпром» умĕнчи парăмĕсемпе çыхăннă ыйтупа çывăх вăхăтра канашлу ирттерет.
Çакăн çинчен вăл Пĕтĕм тĕнчери XII «Сочи-2013» инвестици форумĕ вăхăтĕнче ирттернĕ тĕл пулура каланă. Дмитрий Медведев калаçу газификаци пирки çеç мар, парăмсем çинчен те пырасса каланă.
«Газпром» ертÿçи Алексей Миллер хăй енчен пысăк парăмлă регионсем газификаци тата газпа тивĕçтерес программăсене пурнăçлама сахалтарах укçа-тенке тивĕçнине пĕлтернĕ. «Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн Раççейĕн тăхăр субъектĕнче пулăшу калăпăшне чакарма тиврĕ. Сакăр субъект вара укçа-тенке ытларах тивĕçĕ, мĕншĕн тесен ку регионсем графикран малта пыраççĕ»,– тенĕ «Газпром» ертÿçи.
Малтисем хушшинче вăл Воронеж, Ленинград, Омск, Томск облаçĕсене, Пермь тата Хабаровск крайĕсене, Ханты-Манси автономи округне тата Чăваш Республикине палăртнă. Алексей Миллер шăпах ку регионсенче инвестици климачĕ лайăх пулнине палăртнă.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии