09:49 02 октября 2013 г.
Авăн уйăхĕн 26–29-мĕшĕсенче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII «Сочи-2013» инвестици форумĕн мероприятийĕсене хутшăннă.
Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ «Экономика аталанăвĕ тата пурнăç пахалăхĕ: вăхăт ыйтни, малашлăх» форумăн пленарлă ларăвне хутшăннă. Унта тĕп доклада Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тунă.
Бизнес-климата лайăхлатма çĕршывра нумай вăхăтлăха кредит памалли рынока аталантарма хатĕрленеççĕ, уйрăммăн илсен, Федераци гаранти фондне туса хураççĕ. Инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртме Наци пуянлăхĕн фончĕн укçи-тенкипе анлăрах усă курмалла, патшалăхпа уйрăм çын çыхăнăвне аталантарма тивĕçлĕ норматив никĕсне йышăнмалла. «Инвестора Раççейре меллĕ, хăтлă тата сиенсĕр пулмалла»,– тенĕ Дмитрий Медведев.
Пĕтĕм тĕнчери XII форум вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн «ĕçлĕ апатланăвĕнче» пулнă. Унта регионсен экономикăпа тата социаллă пурнăçпа çыхăннă инвестици мегапроекчĕсене, уйрăммăн илсен – пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли Мускав–Хусан чукун çул магистральне тăвассине – пурнăçламалли уйрăмлăхсене пăхса тухнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ çавăн пекех «Аталанăвăн федераци тата регион тытăмĕсем: регионсем валли усси пур-и;» тата «Регион транспорт инфратытăмне уйрăм çынсем хывакан инвестицисем» «çавра сĕтел» ĕçне хутшăннă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов ирттернĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии