09:37 02 октября 2013 г.
Сивĕ кунсем сисĕнмесĕр хăвăрт çитрĕç. Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсемшĕн ку пушшех кĕтменлĕх пулнă пек туйăнать. Сывлăш температури тахçанах 8 градусран чакрĕ, анчах хваттерсенчи батарейăсем паянхи кун та пăр пек сивĕ. «Хăçанччен шăнăпăр-ши, мĕншĕн каплах нуша куратпăр-ши;»– пăшăрханаççĕ çынсем, уйрăмах аслăрах çулхисем. Вĕсене ăнланма йывăр мар: сентябрь тăршшĕпех çумăр лÿшкесе тата сивĕ çанталăк тăнăран хăть хваттерсенче, хăть садик-шкулсенче, хăть организаци-учрежденисенче ним мар шăнса хытма пулать. Тем пек кĕтекен ăшă пÿлĕмсене хăçан çитĕ-ши – çак ыйтăва хурав тупма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе Вячеслав Горбуновпа тĕл пултăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:
– Сентябрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни çинчен» 729-мĕш номерлĕ хушăва алă пуснă. Метеорологсем пирĕн тăрăхра пилĕк кун ытла 8 градусран пĕчĕк температура тăни çинчен справка тăратрĕç, апла пулсан районти учрежденисене, нумай хваттерлĕ çуртсене пирĕн çак кунсенчех ăшă пама тытăнмалла. Анчах палăртнине пурнăçлама пысăк чăрмав тухса тăчĕ.
Лару-тăру кăçал, пытармастпăр, кăткăс. Çакă котельнăйсене газ парса тăма «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» обществăпа килĕшĕве вăхăтра алă пусайманнипе çыхăннă. Газ яма ирĕк паманнин сăлтавĕ те паллă. «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» общество районти çуртсене ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă, анчах парăмсем ăшне путнă, панкрута тухас тапхăрта шутланакан «ТеплоКомфорт» организаципе килĕшÿ çырма иккĕленет. Çакăн пирки тухнă та йывăр лару-тăру. Районти бюджет организацийĕсем те, хваттер хуçисен ытларах пайĕ те пĕлтĕр ăшăшăн вăхăтра тÿлесе пынă пулин те, «ТеплоКомфорт» газпа усă курнăшăн пысăк парăма кĕрсе кайнă. Паянхи куна парăм калăпăшĕ – 9,8 миллион тенкĕ енне. Çавăнпах ĕнтĕ «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» шанăçран тухнă организаципе ĕçлесшĕн мар, малашне газшăн тÿлессине ĕнентерме район администрацине муниципаллă пурлăха салука хума сĕнет. Паллах, эпир çакăнпа нимле те килĕшме пултараймастпăр: «ТеплоКомфорт» муниципаллă мар, харпăрçă организацийĕ, апла, унăн парăмĕсемшĕн район пурлăхне салука хывасси пирки сăмах пулма та пултараймасть.
Тепĕр тесен, управляющи компанин ресурспа тивĕçтерекен организацисем умĕнчи парăмĕсем пĕрмаях çăмхалансах пынинче хваттер харпăрлăхçисен айăпĕ те çук мар. Коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн поселок çыннисем 8 миллион та 800 пин тенкĕ енне тÿлесе татман. Паянхи куна суд приставĕсен службин районти пайĕнче производствăра 183 ĕç: вĕсем тăрăх 3 миллион та 172 пин тенкĕ ытла шыраса илмелле. Коммуналлă тивĕçтерÿсемпе «тÿлевсĕр» усă курас текен ытти çынсем тĕлĕшпе те çакнашкал çирĕп мера йышăнма тивĕ.
– Икĕ организаци пĕр-пĕринпе калаçса татăлаймаççĕ тейĕпĕр, анчах шар кураканĕсем район çыннисем-çке. Ватăсем, ачасем...
– Паллах, эпир çакна питĕ лайăх ăнланатпăр. Ача сачĕсемпе шкулсене ăшă ярассипе пуринчен малтан ĕçлетпĕр. Тунти кун «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» общество ялти шкулсемпе садиксене, Вăрнарти «Ромашка» тата «Сеспель» ача сачĕсене, поселокри библиотекăпа спорт шкулне газ яма ирĕк пани çинчен пĕлтерчĕ, вĕсене ăшă майĕпен пĕрин хыççăн теприне çитĕ. Ытти бюджет учрежденийĕсем те çутçанталăк газĕ тĕлĕшпе нихăшĕ те парăма кĕмен. Раççей Правительствин 1998 çулхи 1-мĕш номерлĕ йышăнăвĕн 6-мĕш пунктĕнче çырнă тăрăх, эппин, вĕсене ăшăпа тивĕçтермесĕр тăма нимле сăлтав та çук. Маларахри çулсенчи пек бюджет организацийĕсен тÿлевсене управляющи компани урлă мар, газпа тивĕçтерекен организацие тÿрех хывмалли йĕрке патне таврăнсан тĕрĕсрех пулĕччĕ.
Поселока ăшă çитерессипе ыйтăва татса пама та майсем шыратпăр. Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ А.Владимиров тунти кун ЧР Строительство министерствин специалисчĕсемпе, «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» ертÿçисемпе тепĕр хут тĕл пулса канашланă.
Тĕл пулура Вăрнар хула поселенийĕ, «ТеплоКомфорт» тата «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» организацисем хушшинче виçĕ енлĕ килĕшÿ тума калаçса татăлнă.
Ăна алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн поселокри котельнăйсенче çутçанталăк газĕпе усă курма тытăнма пуçлатпăр.
Тĕрĕссипе, коммуналлă хуçалăх уйрăм çын аллинче пулнипе тухакан çак йывăрлăхсем чăннипех ура хурса пыраççĕ. Енчен те вăл унчченхи пек муниципалитет асăрхавĕнче пулнă-тăк, ку сферăра йĕркене тытса пыма çăмăлрахчĕ.
И.ЯКОВЛЕВА
калаçнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии