09:32 23 сентября 2013 г.
Кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра (92 ") А.Максимов тавра пĕлÿçĕ çырнă тăрăх, ăна Антонина Ефимовна Соснина учительница пурнăçĕ интереслентерет.
А.Е.Соснина чăнах та Андриян Григорьевич Николаева Шуршăлта вĕрентнĕ, ăна ачаран пĕлнĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула 1947–1948 вĕренÿ çулĕнче килнĕ. Çиччĕмĕш класра манăн упăшкана та вĕрентнĕ (кун çинчен мана иккĕшĕ те каласа кăтартнă). Малтанах учительница Хирпуçĕнче çын патĕнче хваттерте пурăннă, кÿршĕри Рункă ялне качча тухсан унта тĕпленнĕ. Ĕçе кашни кун каллĕ-маллĕ 5 çухрăм утнă. Унăн упăшки Михаил Клементьевич Курбатов ял Совет председателĕ, «Победа» колхоз председателĕ, колхозри парторганизаци секретарĕ пулса ĕçлерĕ. Вĕсен 1954 çулта Валерий, 1956 çулта Ольга çуралнă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ. Валерий экономист-бухгалтер. Рункăра – тăван ялĕнче пурăнать. Ольга Мускаври энергетика институтне пĕтернĕ, Мускавра ĕçлет. Пурте ачапчаллă.
Рункă ялĕнче 100 кил ытла. Илемлĕ вырăнта, Кĕçĕн Çавал хĕрринче ларать, улăхĕ-çаранĕ аслă. Ял вĕçĕнче вăрман тăсăлать. Ял çумĕпе чукун çул иртет. Хулаçум пуйăсĕсем Çавал урлă хывнă тимĕр кĕпер патĕнче чарăнаççĕ. Юнашарах Канаш районне кĕрекен чиркÿллĕ тата пасарлă Ачча, рункăсем вăтам шкула Аччана çÿреççĕ.
Хирпуç шкулĕн историйĕнче Антонина Ефимовна чăваш чĕлхи вĕрентекенсенчен пĕрремĕш пулнă, мĕншĕн тесен 1945 çулта 7 çул вĕренмелли шкул уçăлнă (вăл Октябрь уявĕ ячĕпе хута кайнă). 1948 çулта унтан пĕрремĕш хут 7-мĕш класс пĕтерсе тухнă. Вĕсене Антонина Ефимовна вĕрентсе кăларнă.
Эпĕ Хирпуç шкулĕнче 1961 çулта ĕçлеме пуçларăм. Антонина Ефимовна Курбатова чăваш чĕлхи вĕрентетчĕ. Вăл питĕ тÿсĕмлĕ, йĕркеллĕ, сăпайлă, ĕçченскерччĕ. Унăн çутă сăнарĕ манăн куç умĕнчех тăрать, вăл ман асрах. Пурнăçа лайăх ăнланнă, мана усăллă канашсем панине манмастăп.
70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Антонина Ефимовна шкулта ĕçлеме пăрахса тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Ун хыççăн шкула çамрăк учительница Ольга Степановна Короткова чăваш чĕлхи вĕрентме килчĕ, вăл кайсан ку предмета эпĕ тытрăм, 1995 çултанпа хĕрĕм Лариса Александровна вĕрентет. Çапла пырать эстафета.
А.Е.Курбатова 1917–1992 çулсенче пурăннă. Этемĕн çĕр çинчи тивĕçне вăл туллин пурнăçланă. Пурнăç тути-масине аван пĕлнĕ. Вăрçă çулĕсенче тылра хастар ĕçленĕшĕн ăна медальпе наградăланă. Астăватăп, пĕррехинче ĕç укçи çинчен калаçса кайрăмăр та, вăл мана: «Эпĕ пĕр услам çушăн уйăх ĕçленĕ», – терĕ.
Пĕррехинче эпĕ Мускава каяссине пĕлсен мана хăйне валли ăшă кофта туянма хушса ячĕ. Эпĕ ăна кофта илсе килсе патăм, ăна вăл темиçе çул шкула тăхăнса çÿрерĕ. Тăсăлакан турăх (варенец) тума юрататчĕ, чăн-чăн ăстаçăччĕ ку ĕçре, çак апата килĕштеретĕп тетчĕ. Хăйĕн ачисене питĕ юрататчĕ, вĕсем çинчен каласа кăтартатчĕ.
Ку материала хатĕрлеме мана Валерий Михайлович Курбатов, Тамара Аркадьевна Молчанова, Лидия Владимировна Алексеева, Нина Гавриловна Рябчикова пулăшрĕç. Антонина Ефимовна Нина Гавриловнăна акă мĕн каласа панă пулнă. Ольга Мускава вĕренме кĕнĕ чух вĕсем иккĕшĕ Андриян Николаев патне кайнă. Хуралçăсем вĕсене кĕртнĕ, Антонина Ефимовна А.Г.Николаевпа тĕл пулса калаçнă, хăна пулнă (Рябчикова Н.Г. шкулта математика вĕрентнĕ, халĕ пенсире, Рункăра пурăнать).
Ырă ĕç çухалмасть. Антонина Ефимовнăна пĕлекенсем, пĕрле ĕçленĕ çынсем, унăн вĕренекенĕсем, ачисем, мăнукĕсем ялан асра тытаççĕ, ырăпа асăнаççĕ.
И.ФЕОФАНОВА.
Хирпуç.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии