09:18 23 сентября 2013 г.
Ыран çăмăл атлетика тусĕсем пурте «Нацисен кросне» тухма хатĕрленеççĕ. Вăрнарти Ольгăпа Иван тата Владимир Федоровсен çемйисем чупуран халиччен пĕрре те юлман. Ачисем мĕн утма пуçланăранпах старта тухнă тесен те йăнăш мар.
Виçĕм çул вĕсем – Федоровсем – чупу трасси çинче тата йышлăрах пулнăччĕ. Пĕр тăван Иванпа Владимирăн икĕ сыпăкран лекекен йăмăкĕсем Валентина Ченцовапа Вера Дуновцева, Украинăран тата Кемеровăран килсе çитнĕскерсем, «чирлекенсен» йышĕнче кăна пулманччĕ, чупăва хаваспах хутшăннăччĕ.
Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем аякри хуласенчи ăмăртусенчен те юлмаççĕ. Вăрнарти тăванĕсен те ĕмĕт пур – вĕсем Украинăна пĕр-пĕр массăллă ăмăрту тĕлнелле каясшăн.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии