09:07 23 сентября 2013 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче районта каллех тепĕр çын ултавçăсенчен шар курнă. Ватă çын вĕсен сăмахĕсене ĕненсе 50 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.
Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, поселокра пурăнакан 74-ри Е. килне çурçĕр иртсен 2 сехетре такам шăнкăравланă.
Çĕрлехи хăна кил хуçине япăх хыпар пĕлтернĕ: унăн ывăлĕ çул çинчи инкекшĕн айăплă имĕш. Ăна явап тытассинчен «çăлса» хăварма, ыйтăва шăв-шавсăр татса пама май пур тенĕ. Анчах кирлĕ çынсене укçа «тĕкмелле» мĕн. Ватă çын килĕшнĕ, ултавçăсем мĕн каланине пĕтĕмпех пурнăçланă, вĕсене 50 пин тенкĕ куçарса панă. Ывăлĕ патне шăнкăравласа пăхасси пирки вара вăл, çухалса кайнăскер, шутласа та илмен.
Тĕрĕссипе, çакнашкал тĕслĕхсем республикăра тăтăшах пулса иртеççĕ. Ултавçăсен серепине лекекенсем, йĕрке хуралĕн органĕсем тем чухлĕ асăрхаттарсан та, пурпĕрех тупăнаççĕ. Нихçан курман-илтмен, палламан çынсене темшĕн тÿрех ĕненеççĕ. Çав вăхăтрах шар курассинчен сыхланма питĕ ансат: шанчăксăр шăнкăравсемпе СМС-сене хуравламалла мар кăна. Енчен те иккĕленÿ çуралсан, «инкеке лекнĕ» тăван патне шăнкăравламалла е «банк карттине чарса лартнă» текен СМС-хыпарсене банк офисĕсенче тĕрĕслемелле.
И.СЕРГЕЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии