08:58 23 сентября 2013 г.
Çанталăк тăтăш çумăрпа улшăнса тăрсан та уй-хирте ĕç-пуç чарăнмарĕ-ха.
«Агрохмель», «Санары», «Янгорчино» хуçалăхсенче уяр типпине сăнасах тăнă, виçĕм кунхи хĕвелте сакăр гектар çĕрулми кăларнă. Алексей Яковлевич Игнатьев фермер ку ĕçе вĕçленĕ, çĕр улмине пĕтĕмех тирпейлĕ пухса кĕртнĕ. Кăлармалли районĕпе тепĕр виççĕр гектар ытларах выртать.
Çĕрпелсем виçĕм кун кукурузăран силос хывса пĕтерчĕç, ăна 71 гектартан вырса илнĕ. Кĕр акине 4437 гектарпа вĕçленĕ, калча мĕн пур анара парка шăтнă. «Луч», «Санары», «Мураты» хуçалăхсенче, аш-какай комбиначĕн çĕрĕсем çинче кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра ирттернĕ. Паянлăха 7.015 гектар сухаланă. Районĕпе ку кăтартăва 10 пине яхăн гектара çитермелле.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хĕле тата хăйсен çак уйăх вĕçĕнче пулакан канашлăвне хатĕрленеççĕ.
В.МИХАЙЛОВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии