Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пенсие ÿстерес тесен

08:53 18 сентября 2013 г.

Пенси патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнмалли вăхăт вĕçлениччен нумай та юлмарĕ. Заявленисене октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Программа пулас е халĕ илсе тăракан пенсие ÿстерме пулăшать, çавăнпа та унта хутшăнни пуриншĕн те усăллă – çамрăксемшĕн те, аслăрах çулхисемшĕн те.

Программа условийĕсемпе тĕплĕнрех Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Людмила РЕДЬКОВА паллаштарать.

– Людмила Леонидовна, программăн пахалăхĕсем çинчен каласа парăр-ха;

– Паха енĕсем, тĕрĕссипе, кĕретех курăнса тăраççĕ. Программăна хутшăнакан пулас пенсие е çак вăхăтра илсе тăракан пенсие ÿстерме хăй ирĕкĕпе çулталăкра 2 пинтен пуçласа 12 пин тенкĕ таран тÿлет, çавăн чухлех патшалăх хушать. Çапла 10 çул хушши. Ку тапхăрта тÿлевсене хывассине чарма та, çĕнĕрен пуçлама та, тÿлевсен виçине улăштарма та май пур.

Кунсăр пуçне пенси çулне çитнĕ, анчах пенсие шутласа пама ыйтса çырман граждансене чи тупăшлă условисем сĕнеççĕ: вĕсен тÿлевĕсене патшалăх 4 хут ÿстерет.

– Программăна хутшăнакансем укçана хăçан илме пултараççĕ;

– Гражданин ватлăхпа пенси илме тивĕçсен, çав шутра – вăхăт çитиччен пенсие тухсан та. Пенсионерсем тÿлевсене пĕлтĕрех илме тытăннă ĕнтĕ. Хăш-пĕр уйрăм пенсионерсене 10 çул хушши тÿлемелли пенси тÿлевĕсем палăртнă, унăн уйăхри вăтам виçи – 738 тенкĕ. Анчах пенсионерсенчен ытларахăшĕ пĕтĕм укçана тÿрех пĕр харăс илессине суйланă.

Вĕсем хушшинче программăна виçĕ çул хутшăнса çулсерен 12 пиншер тенкĕ хывнисем те пур. Сăмахран, хамăр районти 40-ри медицина ĕçченне, маларах пенсие тухнăскерне, 133 пин тенкĕ тÿленĕ.

– Тÿлевсене илме ăçта ыйтса çырмалла;

– Енчен те программăна хутшăнакан çын патшалăхăн мар пенси фондне суйласа илнĕ-тĕк, заявление ку фонда çырмалла. Ытти чухне – Раççей Пенси фончĕн территориллĕ органĕсене. Патшалăхăн мар пенси фончĕсен тата вĕсен регионсенчи офисĕсен адресĕсемпе телефонĕсене Интернетра тупма е тÿлевсĕр 8-800-510-55-55 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

– Программăна хутшăнакансене налук тĕлĕшĕнчен çăмăллăхсем параççĕ тени тĕрĕс-и;

– Чăнах та, ĕçлекенсен хушма страхлав тÿлевĕсен сумминчен 13 проценчĕ чухлĕ çулсерен налук вычечĕ илме право пур. Налук инспекцине тупăш çинчен справка тата тÿлевсен квитанцийĕсене кăна тăратмалла. Сăмахран, çулталăкра хывнă 12 пин тенкĕрен 1560 тенкĕ каялла килет.

Палăртмалла, налук çăмăллăхĕсене программăна хутшăнса хăйсен ĕçченĕсен тÿлевĕсене ÿстерме пулăшакан организаци-учрежденисене тата предприятисене те параççĕ. Пирĕн республикăра çакăн пек организацисем вун пĕр, анчах вĕсен шучĕ татах та йышланасса шанатпăр.

– Людмила Леонидовна, программăна камсем кĕме пултараççĕ;

– Программăна çамрăксем те, аслăрах çултисем те хутшăнаççĕ. Заявленисене граждансенчен вун тăватă çултан йышăнаççĕ, чи аслисем – 90 çултан иртнисем. Программăна кĕме кил-хуçалăх тытса пыракан хĕрарăмсене, предпринимательсене тата официаллă тупăш çук (çавăнпа та пуласлăхра вăтам пенсие тивĕçеймен) ытти çынсене уйрăмах сĕнетĕп.

Пĕтĕмĕшле илсен, пулас пенси çинчен çамрăклах шутламалла тесе калас килет. 10 çул хушшинче ватлăх тĕлне пысăк сумма пухма май пур. Республикăра программăна хутшăнакансенчен 40 проценчĕ – 35 çула çитменнисем. Чи хастаррисем – хĕрарăмсем (60 процент).

– Енчен те пенси çулне пурăнса çитеймесен;

– Кун пек чухне тÿлевсене, ун çумне патшалăх хушнă укçана тата инвестици тупăшне еткерçĕсене – çывăх тăванĕсене – параççĕ.

– Программăна мĕнле кĕмелле;

Заявление Пенси фончĕн районти управленине килсе е организаци урлă çырма пултаратăр. Заявленисене Пенси фончĕпе пĕрлехи килĕшÿ тунă банксемпе патшалăхăн мар пенси фончĕсем те йышăнаççĕ. Килтен тухмасăрах Программăна кĕмелли çăмăл мел – патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă. Анчах вăхăта ирттерсе яма юрамасть – октябрĕн 1-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле.

– Тÿлевсене мĕнле майпа хывса пымалла;

– Чи меллĕ меслет – ĕç укçинчен куçарса пыни. Организаци ертÿçи ячĕпе тÿлев виçине кăтартса заявлени çырмалла та, бухгалтери уйăхсерен ăна Пенси фондне куçарать.

Тÿлевсене квитанци çырса е Пенси фончĕ паракан штрих-кодлă ятарлă квитанципе хăть хăш банк урлă хывма юрать. Банк карттинчен е Перекет банкомачĕн терминалĕ урлă укçа хывса та тÿлеме çăмăл.

Чăваш енре пурăнакансем 2009 çултанпа программа йĕркипе пенсие ÿстерме 302 миллион тенкĕ хывнă, çавăн чухлех патшалăх хушнă.

– Иккĕленекенсене мĕн калама пултаратăр;

– Пенси ыйтăвĕсемпе манран чылай çын сĕнÿ-канаш ыйтать. Пурне те эпĕ программăна хутшăнма сĕнетĕп. Çĕршывĕпе 13 млн ытла çын программăна кĕнĕ – республикăра 176 пин ытла заявлени йышăннă. Çавăнпа та ан иккĕленĕр, вĕсен йышне хушăнăр.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика