08:46 18 сентября 2013 г.
Хĕрĕх-аллă çул каялла ĕмĕрхи хырсем хушшинче вырнаçнă ача-пăча санаторийĕн территорийĕ юмахри евĕрлĕ илемлĕхĕпе тыткăнлатчĕ. Анне унта ĕçленĕ май тăтăшах кайса çÿреттĕм. Санаторие хупнă хыççăн пĕтĕмпех юхăнма-ишĕлме тытăнчĕ. Пĕр вăхăт Чăваш патшалăх университечĕн лицейĕ те пулнăччĕ кунта. Халĕ ĕнтĕ ачасене те вĕрентме пăрахрĕç.
Кунта паян хуçа çук пулас. Территорире кам мĕн тăвас тет, çавăн пек хăтланать. Вăрмана уçăлма кайкаласа çÿретĕп те хушăран унчченхи санатори территорине те кĕркелесе тухатăп. Акă иртнĕ уйăхра кунтан такамсем хăватлă техникăпа хăйăр турттарчĕç. Чăн та, пĕр кана экскаватор-машина сасси пулмарĕ. Темиçе кун каялла кăмпана тухсан каллех хăйăр турттаракансене асăрхарăм. Мана çакă шутсăр тĕлĕнтерчĕ: экскаватор Кĕçĕн Çавалтан Вăрнара килекен шыв пăрăхĕ çумĕнчех чакалать. Капла пăрăх юрăхсăра тухмĕ-ши; Тата кунта хăйăр карьерĕ уçма кам ирĕк панă-ши; Шутласан, пирĕн тĕрĕслекен органсем те темĕн чухлех-çке. Нивушлĕ асăрхаса çитереймеççĕ;
И.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии