08:43 18 сентября 2013 г.
Вăрнарти Светлана Белова опытлă кăмпаçă. Çутçанталăкăн çак çимĕçĕсем курăнма тытăнсанах вăрмантан тухма пĕлмест. «Кăмпа пухма питĕ юрататăп, чун канать манăн ку ĕçре»,– тет вăл. Вырăнĕсене те лайăх пĕлет, нихăçан та витресене тултармасăр таврăнмасть.
Çак кунсенче вăрманта тĕлĕнмелле кăтра кăмпасене асăрханă вăл: шурă чечек евĕрлĕскерсем çĕрĕк йывăçсем çинче çав тери илемлĕн ÿссе ларнă.
«Малтанах вĕсене темиçе кăна татса килтĕм. Кăмпасене лайăх паллакан çынсене кăтартрăм. Çиме юрăхлиех терĕç. Пĕçерсен те, хĕлле валли шăнтса хурсан та аван имĕш. Халĕ темиçе витре те пухса хатĕрлерĕм. Татма кăна вĕсене питĕ шел пулчĕ, ытла хÿхĕм карталанса ларатчĕç»,– тет Светлана Абрамовна.
Анчах кăмпа ячĕ пирки ыйту çуралчĕ. Пĕрисем така кăмпи, теприсем сĕлĕ кăмпи теççĕ. Тен, вулакансем ăна палласа илĕç;
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии