08:32 18 сентября 2013 г.
Кĕрхи лару-тăру ял çыннине çуллахинчен кая мар хыпăнтарать. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ ĕç вырăнне ку яхăнта уй-хире куçарнă тейĕн. Пай пуçлăхĕн заместителĕпе Вячеслав Петрович Никифоровпа виçĕмкун ООО «Агрохмель» çĕрĕ-шывĕ тăрăх çаврăнтăмăр. Хуçалăхăн аллă çынлă йыш-эртелĕ туллин хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ.
«Уяр кунăн хакĕ ÿсрĕ», – теççĕ хиртисем. Директорăн производствăшăн яваплă заместителĕ Иосиф Николаевич Афанасьев иртен пуçласа хăмлаçăсен цехне тата çĕр улми кăларакансем патне пур çĕре те çитме ĕлкĕрнĕ. Уйри, фермăри çынсем мĕн каласшăн, техника чăхăмлани пулман-и – пурне те çийĕнчех шута илни лайăх. Менеджерсем, Семеновсем – Алексей, Павел, Александр Николаевичсем виççĕшĕ те хăйсен вырăнĕнче, кантурта вăрах тытăнса тăмаççĕ, ĕçри çынсем патĕнче пулма тăрăшаççĕ: хуçалăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтересси – вĕсен пирвайхи тивĕçĕ.
Йĕпреç енне выртнă çулăн Ершепуçне çитичченхи сулахай енĕнче пасарти евĕр кĕшĕл йыш çĕр улми пуçтарать. Копалка хыççăн тулли михĕсем тем авăкра тулса пыраççĕ.
– Иртнĕ çулхи йывăрлăхсене кура çĕр улми лаптăкне кăштах чакарма тиврĕ, – пĕлтерет Иосиф Николаевич. – Кăçал 170 гектар лартнă. 30 гектарне кăларса тирпейлерĕмĕр теме юрать. Тухăç, хальлĕхе пухса илнине шутланă тăрăх, 200 центнертан кая мар пулма кирлĕ. Сутлăха, яланхиллех, сортлă, элитлă вăрлăх шучĕпе вырнаçтарасшăн.
Тепĕр уйра çĕр улмине Германире туса кăларнă комбайнсемпе (SE-75Ÿ40) кăлараççĕ. Тăватă тонна кĕрекен бункер çимĕçпе тулмасăр машина чарăнмасть. Анатолий Васильевич Аверкинпа Николай Анатольевич Козлов ку йышши техникăпа хуçаланма хăнăхса çитнĕ. Чăвашла калаçсан та, тимĕр нимĕçе хытă килĕштерни тÿрех курăнать. Сăмах майăн калас-тăк, эпир çитнĕ вăхăталла автопарка тепĕр комбайн кĕртсе лартрĕç. Тин çеç туяннă. Çĕр улмине малашне тăватă комбайнпа пухса кĕртме пултараççĕ. Копалка та пур, ăна Сергей Владимирович Никитина шаннă. Автомашинăпа çĕр улми турттарса тăракан водительсен – Нестр Николаевич Николаевпа Владислав Анатольевич Яковлевăн çаврăнăçулăхне хуçасем мухтаса палăртаççĕ.
Хăмла плантацийĕ 22 гектар йышăнать. Ши! хăпарнă ярăмсене çÿлтен вĕçерсе антараççĕ те цеха ăсатаççĕ. Чехсен хăмлана пĕр вăхăтрах сăптăрса, тасатса, сортласа типĕтме пултаракан улăпла машинипе ĕçлеме, çак хăватлă конвейера пăхăнтарма Леонид Иванович Паньков ятарласа Шупашкарта вĕреннĕ. Пăр çĕмĕрен карап манерлĕ кÿлепе кĕрнеклĕхне транспортерсен кĕрлевĕнчен пĕлсе сăнаса тăрать, кĕç çÿлти хута хăпарса анать, çаврака люксене уçа-уçа пăхать.
– Ку эрнере пĕр вунă гектар татса типĕтетпĕр, – терĕ канăçне çухатнă хăмлаçă. – Гектар пуçне вунă центнер хăмла тухни пире çырлахтарать.
«Агрохмель» предприяти вăрлăхлăх тулă тата урпа акса тăвать. Тулă «Симбирцит» тата «Владимир» сортлисене 257 гектартан, урпа 404 гектартан пухса кĕртнĕ. Гектар тухăçĕ – тулли 20 центнер. 400 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Калча чăкăл шăтса симĕс кавирпе хупланнă.
Ферма та пур. Ĕне выльăх – 140 пуç. Сăваканнисем 64. Доярка-операторсем иккĕн. Пăрусене уйрăм çын пăхать. Апат паракансем, хатĕрлекенсем – фермăра пурĕ вун иккĕн тăрăшаççĕ.
«Агрохмель» обществăна Кÿстÿмĕрте 2004 çулта Борис Николаевич Семенов чăмăртанă. Ÿсен-тăран лаптăкĕ халлĕхе 1700 гектар йышăнать. Шутлама-тишкерме маçтăрланнă Светланăсем – Салдакеевăпа Семенова бухгалтерсем каланă тăрăх, малашлăх пур. Коллектив аталану майĕсене шырама ÿркенмест. Борис Николаевич çынсене хавхалантарма пĕлет. Ытларах перспективлă ыйтусене татса парассишĕн чупать.
М.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии