Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Газ çине куçас ыйтупа

08:19 18 сентября 2013 г.

Чăваш Республикин транспорт министерствинче газомоторлă топливăпа усă курассине тата ку енĕпе инфраструктурăна аталантарассине сÿтсе явнă. Ĕçлĕ тĕл пулăва «Пензакомпрессормаш» акционерсен уçă обществин представителĕсем хутшăннă.

Асăннă общество 80 тĕрлĕ компрессор установкисем тата 50 тĕслĕ насуссем сĕнет. Блоклă, автоматизациленĕ компрессор хатĕрĕсемпе нефтьпе газ кăларакан отрасльте нефтьлĕ газа тултарма тата турттарнă çĕрте усă кураççĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче ун хакĕ, оборудование аттестацилес, сертификацилес, учета илнĕ чухне техника йывăрлăхĕсене татса парас тата ытти ыйтусене хускатнă.

Чăваш ене илес пулсан, автомобильсене газ топливи çине куçаракан организацисем пур пулин те АГЗ станцийĕсен сечĕ кирлĕ чухлĕ аталанман. Республикăра хĕснĕ нефть газĕпе (пропанпа) тивĕçтерекен автогазозаправка станцийĕсем 47 тата компримированнăй çутçанталăк газĕпе (метанпа) тивĕçтерекен пĕр компрессор станцийĕ.

Автомобиль çулĕсене модернизацилес тата аталантарас программăпа килĕшÿллĕн республикăра тата 38 автогазозаправка станцийĕ тума палăртнă.

Тĕл пулура ку тема Чăваш Республикишĕн питĕ пĕлтерĕшлине, автотранспорта çутçанталăк газĕ çине куçарас текенсем чылай пулнине, Чăваш енре те газомоторлă объектсен инфраструктурине аталантарма май пуррине палăртнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика