09:33 16 сентября 2013 г.
«Вăрман кунĕ»: 90-мĕш çул
Вăрман кунне тĕрĕссипе 100 çул ытла паллă тăватпăр. Ку мероприятие Раççейре вун тăххăрмĕш ĕмĕртенех пĕтĕм халăха, çав шутра шкул ачисене те явăçтарнă. Вăрман лартни Совет Союзĕнче çут çанталăка юратакансен, мĕнпур экологсен сумлă савăк уявĕ шутланнă.
1923 çулта Чăваш Автономи облаçĕнче Вăрман кунне мĕнпур уессенче ирттернĕ. Сентябрĕн 23-мĕшĕнче унтанпа 90 çул çитет. Уявлă-ĕçлĕ çак мероприятин пуçаруçи комсомолăн чăваш облаç организацийĕ пулнă. Ĕçе вăрман ведомствисене, халăха вĕрентес ĕçĕн уессенчи пайĕсене йышлăн явăçтарнă. Йывăç лартма урамсене, уй-хире, çырмасене, вăрмансене пĕтĕм ватти-вĕтти тапса тухнă. Тавралăха çÿп-çапран, хăрăк-харăкран тасатнă, çулсене тикĕсленĕ, пĕвесем, парксем тунă, картасем тытнă, çĕнĕ садсем хывса хăварнă. Субботник-воскресник хастарĕсене ĕçре лесниксем, агрономсем, педагогсем, врачсем, çар вĕренĕвĕн инструкторĕсем йĕркелесе ертсе пынă. Шкул ачисемпе экскурсисем ирттернĕ. Вăрман кунĕ çапла çулленхи йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ, ăна çуркунне те, кĕркунне те активлă йĕркеленĕ. 1924 – 1925 çулсенчен «Вăрман эрнине» уявласси йĕркеленнĕ. Йывăç-тĕм лартнисĕр пуçне халăх хушшинче ăнлантару ĕçне сарса пынă, лекцисем вуланă, ачасемпе вăрмана тухнă, вăрлăхлăх йĕкел пуçтарнă т.ыт.те. Çирĕм-вăтăр çул каялла Вăрнар районĕнче шкул лесничествисем аван ĕçлетчĕç.
А.МОШКИН,
Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕн тĕп археографĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии