Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чикĕсене палăртасси вĕçленнĕ

09:22 16 сентября 2013 г.

Республикăра муниципаллă пĕрлешÿсен чиккисене палăртакан сведенисене куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне кĕртес ĕçе вĕçленĕ. Кун çинчен Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Екатерина КАРПЕЕВА каласа кăтартать

– Геодези тата картографи пайĕн специалисчĕсем Сергей Васюков пуçлăх ертсе пынипе çĕр йĕркелĕвĕпе çыхăннă чылай ĕçе, карттăсене, плансене тишкерчĕç. Çак йывăр ĕç çулталăк тăсăлчĕ. Çĕр йĕркелĕвĕн тата мониторинг пайĕн специалисчĕсем Валентина Егорова ертсе пынипе хуласемпе районсен лаптăкĕсене тĕрĕслерĕç, муниципаллă пĕрлешÿсен чиккисен çыравне кĕртмен çĕрсене тупса палăртрĕç.

Районсем те, ял поселенийĕсем те ку таранччен хăйсен чиккине тĕрĕс пĕлейместчĕç. Пирĕн мĕн пур документа тепĕр хут çĕклеме, хăш-пĕр муниципаллă пĕрлешÿсен чиккисене çĕнĕрен палăртма тиврĕ. Çулсем иртнĕçемĕн координатăсен системи те улшăннă. Тепĕр çĕрте – чикĕсем те. Сăмахран, пĕр ял чиккине çапла палăртнă: шыв вăррин сулахай çыранĕ тăрăх. Шыв вара 2010 çулхи шăрăх çанталăка пула ку тĕлте хăйĕн вăррине улăштарнă. Ку ял чиккине çĕнĕрен палăртма тиврĕ.

Тимлĕ тĕрĕслев, ортофотоплан тăрăх чикĕсене палăртнă хыççăн Чăваш енри кадастр палатин филиалĕпе пĕрле сведенисене патшалăх кадастрне кĕртсе пытăмăр. Муниципаллă пĕрлешÿсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса карттăсене тишкертĕмĕр. Хăш-пĕр тĕрĕсмарлăха та тупма май килчĕ.

Халĕ кашни ял чикки пирки тĕрĕс информаци пур. Ку çĕрпе тĕрĕс мар усă курассинчен те сыхлать. Çавăн пекех территорисене тĕрĕс планлама май парать.

Чикĕсем пĕр-пĕрин çине кĕрсе ан кайччăр тесен кадастр инженерĕсен территорин кадастр паспортне илмелле пулать. Унта ăна кăсăклантаракан ял-хула пирки тулли информаци пулĕ. Ку документ тÿлевлĕ. Хут çинче – юридици сăпатĕнче тăракансем валли 2400 тенкĕ. Анчах та çакă кадастр инженерĕсен ĕç хакĕ ÿснине пĕлтермест. Чикĕ планне хатĕрлес тесен паспорта электронлă майпа та илме пулать, вăл 300 тенкĕ тăрать.

Чикĕсене палăртас ĕç вĕçленнĕ, право аспекчĕсем çеç юлчĕç: Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 37-мĕш номерлĕ муниципаллă пĕрлĕхсен чиккисем çинчен калакан саккунне çĕнĕ даннăйсемпе улшăнусем кĕртмелле.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика