08:52 16 сентября 2013 г.
Уявлă кăмăлпа
– Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне кĕтнĕ май тата кĕр мăнтăрне кура пирĕн йышра халь пурин те уявлă кăмăл,– тет выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен цех начальникĕ Елизавета Павловна Ваганина.– Нумай пулмасть Надьăна июлĕн 25-мĕшĕнче хĕр çуратнă ятпа саламларăмăр. Мила чипер те патвар ÿсет. Пирĕн пĕтĕм коллектившăн пысăк савăнăç.
Надежда Сергеева – Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ. Çулталăк каялла техник-осеменаторсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн шучĕпе çĕнтерчĕ. Ĕне выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен операторсем хушшинче професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи ята тивĕçнĕ. Мускав çывăхĕнче сентябрьте Раççейри 60 регионтан 85 оператор тупăшнă. Судьясен ушкăнĕсем вĕсен маçтăрлăхне вунă номинаципе хакланă. Надя ку йышши конкурса çак шайрах иккĕмĕш хут хутшăннă. Унччен, 2010 çулта хамăр республикăра чи мала тухса, Пĕтĕм Раççейри конкурсра 6-мĕш вырăн йышăннă. 2011 çулта республикăра каллех абсолютлă чемпион ятпа çĕнтернĕ.
Мускав çĕрĕ çинче хĕр-ентешĕмĕре Владимир Лабинов тĕллĕн, ăшшăн саламланă. Вăл – Раççей Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ăратлăх ĕçĕ-хĕлĕн департаменчĕн директорĕ. Пирĕн районти Авруйĕнчен тухнă Лабиновсен династийĕнчен. Ветеринарсем çав династире – наука докторĕ таранах! – çирĕм тăваттăн пухăнаççĕ.
Н.Сергеева «Янгорчино» ял хуçалăх предприятинче 1993 çултанпа дояркăра ĕçле пуçланă. Ял хуçалăх техникумне тата академине вĕренсе пĕтернĕ. 1999 çултанпа – зоотехник-селекционер. Халь, паллах, сăпка ачипе ытларах килте ларать.
Пултаруллă хастар коллективра пĕри тепĕрне кура çÿлелле туртăнать, малалла ăнтăлать. Виçĕ уйăх каялла Алевтина Тарасова машинăпа ĕне сăвакан операторсен республикăри конкурсне хутшăннă, икĕ куна пынă çивĕч ăмăртура чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Мĕнпур енĕпе – теорие пĕлнипе, практика мелĕсемпе, санитари йĕркипе, ĕне сумалли аппаратурăна сÿтсе пуçтарнипе – 1-мĕш вырăна тухнă.
Хуçалăх выльăх йышне пысăклатса пырать. Ĕне выльăх пĕлтĕр 687 пулнă, кăçал – 718. Сăваканнисем – 312, пĕлтĕрхинчен вун иккĕ ытларах. Сĕт пĕлтĕр кашни ĕнерен 3666 килограмм сунă, кăçал – 3674. Пĕтĕмпе 1117 тонна сĕт тунă, пĕлтĕрхинчен – 18 тонна нумайрах. Аш-какай туса сутнипе (59,4 тонна) районĕпе те, республикипе те – 1-мĕш вырăнта.
Сăвакан ĕнесем çĕнĕ витере тăраççĕ. Тепĕр çĕнĕ вите – тата 200 ĕне вырнаçмалăх – çак уйăхра хута каять. Апат валеçме витере «Хозяин» ятлă комбайнпа усă кураççĕ (ИСРК-12), питĕ интереслĕ техника, трактортан кăкарнă кормоцех теççĕ (МТЗ-80 е МТЗ-82 тракторпа туртма меллĕ, кормоцехпа кабинăран тракторист хуçаланать).
– Выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ пухăнма кирлĕ,– теççĕ ферма ĕçченĕсем.– Утă 320 тонна хатĕрленĕ. 2400 тонна сенаж тунă. Силос пин тонна хывăнма пултарать. Йĕркеллех хĕл каçатпăр, продукцие чакармăпăр.
М.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии