09:41 11 сентября 2013 г.
Кăçалхи сакăр уйăхра районти автомобиль çулĕсем çинче хăрушсăрлăх енĕпе лару-тăру пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен аванрах пулни курăнать. Инкексен шучĕ унчченхинчен самай чакнă. Январь – август уйăхĕсенче 27 аварире ултă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 33 çын суранланнă. Ачасем çул çинче инкеке лекнĕ тĕслĕхсем те пулнă: пĕтĕмпе тăваттă.
Мĕншĕн çакнашкал шар курни те пуриншĕн те паллă. Водительсенчен нумайăшĕ пĕрмаях таçта васкаса хăвăртлăха ÿстерсе çÿрет, çуран пыракансем хушшинче те çул-йĕр правилисене уяманнисем тем чухлех. Явапран хăрамасăр машина рулĕ умне ÿсĕрле ларакансем вара – пуринчен ытла пысăк хăрушлăх. Кăçалхи сакăр уйăхра «Вурнарский» пайăн ГИБДД сотрудникĕсем çулсем çинче 98 ÿсĕр водителе чарнă. Вĕсене, паллах, çирĕп айăплав кĕтет.
Пĕтĕмĕшле илес-тĕк, районти автоинспекторсем çул-йĕр правилине пăснă 2450 тĕслĕхе тупса палăртнă. Чи нумаййисем – хăвăртлăх режимне уяманнисем – 661. Иккĕмĕш вырăнта – хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнманнисем (235). Çул-йĕр правилисене пăхăнма юратман çуран çынсене те явап тыттарнă – административлă 100 протокол çырнă.
Çул çинчи йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансен укçа-тенкĕ енчен те тăкакланма тивет – пĕтĕмĕшле 719 пин тенкĕ штраф хунă.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии