Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поэмăри вăрçă ахрăмĕ

09:38 11 сентября 2013 г.

Чăваш кĕнеке издательстви вулакансене çĕнĕ издани – Галина Матвееван «Чăваш» кĕнекине сĕнет.

Ал çырăвĕ иртнĕ çул Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çыракан авторсем хушшинче ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Тепĕр çĕнтерÿçĕн Сергей Павловăн урăх ÿсĕм валли çырнă «Шупашкар кулачĕ» калавсен пуххи кăçалхи çуркунне кун çути курнă.

Г.Матвееван çĕнĕ кĕнекине икĕ поэма – «Чăваш» тата «Киле килчĕ салтак вăрçăран» – кĕнĕ.

«Чăваш» поэма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăн пулăмсене çутатать. Тăшман тылĕнче, Польша территорийĕнче, «Чăваш» вăрттăн ятпа хăюллă пограничник ертсе пыракан партизан отрячĕ тăнă. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн 20 çултан паттăрăн чăн ятне палăртнă. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чучукасси салинчи Яков Николаевич Николаев пулнă. Унăн мăшăрĕн Анастасия Константиновнан шăпи те çăмăл килмен. Фронта лекнĕскер, кăкăр ачипе вăл тăван Чăваш ене таврăннă.

Галина Матвеевана, журналистикăра чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕскере, вăрçă ветеранĕсемпе,тыл ĕçченĕсемпе, фронтра, концлагерьте вилĕме куçран пăхнă çынсемпе пĕрре мар курса калаçма тивнĕ. 1995 çулта çакнашкал тĕл пулусенчен пĕрне вăл «Хыпарта» очеркра çырса кăтартнă. Анчах та журналиста çак ĕç кăна çырлахтарман, вăл паттăрсем ытларах чыса тивĕç тесе шутланă. Çапла майпа «Чăваш» поэма çуралнă.

«Пĕр енчен, çавăн чухлĕ вăхăт иртнĕ хыççăн хăрушă вăрçă çинчен çырмалла та мар пек: пĕтĕмпех каланă, пĕтĕмпех çырнă... Эпĕ вăрçă хыççăн çуралнă, çав хаяр çулсен йывăрлăхне тÿсмен. Çапах та ку тема мана çывăх, – пĕлтерет хыçсăмахра автор. – Ман атте фронтовик пулнă. Окопсенче сывлăхне пĕтернĕ пулин те патшалăхран вăл нимĕнле çăмăллăхсем те илмен. Пурнăçран ир уйрăлнă, хăйĕн ачисене ура çине тăратайман. Хăй вăхăтĕнче аттене вăрçă çинчен каласа пама ыйтманшăн халĕ те ÿпкелешетĕп...»

Çĕнĕ кĕнеке шкул вăхăтĕнчи вăтам тата аслă ÿсĕмрисем валли. Вăл 1000 экземплярпа тухнă.

Н.ОСИПОВА.

Автор Çинчен

Галина Алексеевна АНТОНОВА (псевдоним Матвеева) – пирĕн ентеш, Аçăмçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. А.М.Горький ячĕллĕ Уралти патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. «Коммунизм ялавĕ» (1991 çултанпа «Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаçатсенче, Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕнче ĕçленĕ. 2007 çултанпа – издательствăн тĕп редакторĕн заместителĕ. Раççей Журналистсен союзĕн членĕ. Тĕрлĕ кĕнекесен авторĕ, чылай конкурс çĕнтерÿçипе лауреачĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика