08:35 11 сентября 2013 г.
Шăмат кун Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Правительствин председателĕн заместителĕпе Дмитрий Козакпа тĕл пулнă, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ, граждансене кивĕ çурт-йĕртен куçарас, тĕпрен илсен Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине тата Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.
2015–2016 çулсенче уяв мероприятийĕсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,7 млрд ытларах тенкĕ куçарма палăртнă. Ку укçа-тенкĕпе республикăри сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарас, çавăн пекех Шупашкарти инженери инфраструктурине модернизацилес ĕçре усă курĕç.
Тĕл пулура юбилейлă датăсене хатĕрленни Чăваш енри ял-хуласене аталантарма, вĕсен сăн-сăпатне улăштарма, территорисене тирпей-илем кĕртме тата инфраструктура проекчĕсене хушма инвестицисем илĕртме май панине палăртнă.
Кăçалхи январьте Раççей Правительствин хушăвĕпе уяв мероприятийĕсен тĕп планне çирĕплетнĕ. Вĕсене ирттерме 25,7 млрд тенкĕ пăхнă, вăл шутран 8,1 млрд тенки – федераллă, 9,7 млрд тенки республика бюджечĕсенчен, 7,9 млрд тенки бюджета кĕмен çăлкуçсенчен.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии