Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăмпапа наркăмăшланас мар тесен

10:58 09 сентября 2013 г.

Кăмпа тапхăрĕ пуçланчĕ. Унпа наркăмăшланас мар тесен мĕн тумалла-ха; Ыйтусем çине Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн апатлану гигиенин уйрăмĕн заведующийĕ Гафур Абрарович ХАЯЛУТДИНОВ хуравлать.

Çиме юрăхлă кăмпасен йышĕ мĕн чухлĕ-ши;

Пĕтĕмпе 200 ытла тĕс шутланаççĕ, анчах апатра темиçе теçеткĕшне кăна усă курма юрать. Тĕрĕсрех каласан, санитари правилисемпе 57 тĕсĕ кăна çиме юрăхлă. Анчах та манмалла мар, наркăмăшлă кăмпасемпе кăна мар, çиме юрăхлисемпе те организма сиен кÿме пулать. Вĕсенче пуринче те наркăмăшлă япаласем пур: çамрăккисенче вăл çав тери сахал, ваттисенче вара ытлашшипех. Çавăнпа та ÿссе кайнă кăмпасене пуçтарма юрамасть.

Чылай кăмпана – хыр кăмпине, кăрăçа, яка кăмпана тата ыттисене – тăварличчен хырăма ыраттаракан япаласене пĕтерес тесе шывра тытаççĕ е пĕçереççĕ.

Чи кирли: кăмпасене аван палламалла. Кăшт та пулсан иккĕленетĕр пулсан, вĕсене пуçтармалла мар.

Пĕр вăхăтра ут тути (свинушка) çиме юрăхлисен йышĕнчеччĕ, кайран ăна наркăмăшлисен йышне кĕртрĕç. Мĕншĕн апла; Пĕлнĕ тăрăх, ăна хăшĕсем халĕ те апатра усă кураççĕ.

Чăн та, çак кăмпа чылай вăхăт çав тери чаплă шутланнă. Чылайăшĕ ăна шур кăмпаран та ытларах килĕштернĕ. Чĕрĕлле вăл наркăмăшлă, çавăнпа ăна нумай вăхăт пĕçермелле. Анчах медицина тĕпчевĕсем çак кăмпана тĕрĕс хатĕрлесен те вăл организмшăн хăрушшине тупса палăртнă. Унра халиччен пĕр кăмпара та пулман-тĕпчемен, çынра антителасем йĕркелекен субстанцисем пур. Вĕсем пухăнса пынă май хĕрлĕ юнлă япаласем пайланаççĕ, ку сар чир, шур чир е вилĕм патне те илсе çитерме пултараççĕ. Хăшĕсем ут тутин пахалăхне ĕнентерме тăрăшаççĕ пулин те медицина ун хăрушлăхне тĕп-тĕрĕс çирĕплетсе панă.

Çынсем кăмпапа наркăмăшланма мĕнле «тăн» çитереççĕ-ха;

Тĕрлĕрен. Иртнĕ çулсенчи тĕслĕхсене илсе паратăп. Шупашкарта пĕр хĕрарăм упăшкине ĕçме пăрахтарас тенĕ. Такамран вăл кунтан шăна кăмпинчен пĕçернĕ яшка пулăшать тенине илтнĕ. Мăшăрĕ çиме килĕшмен, хĕрарăма вара яшкана тăкма шел пулнă, хăй çинĕ. Мĕн тетĕр – наркăмăшланнă.

Тăвай районĕнче кукамăшĕ патне Ульяновск облаçĕнчен 8 тата 12 çулхи мĕнукĕсене килсе янă. Вăл çерем çинчи карта кăмпинчен яшка пĕçернĕ. Суя кăмпа пулнă пулĕ, тепĕр кунне саккăрти хĕрача вилсе кайнă, вуниккĕрине токсикологи уйрăмĕнче аран çăлса хăварнă. Çĕнĕ Шупашкарта виçĕ çулхи ача чĕрĕ кăмпа çисе пăхнă та – каçченех вилсе кайнă.

Кăçал республикăра кăмпапа наркăмăшланнă тăватă тĕслĕхе шута илнĕ.

Кăмпапа наркăмăшланнине мĕнле пĕлмелле-ха;

Наркăмăшланнин паллисем вăтамран 6–10 сехетрен паллă пулаççĕ. Малтанах вар-хырăм тулнă пек тата хĕснĕ пек пулса килет, ыратма-касма пуçлать, кайран лĕклентерет, хăстарать, вар-хырăм пăсăлать. Хăвăрт вăй пĕтсе килет, пуç вăйлă ыратма тытăнать. Нумай чухне çын тăн çухатать, тĕлли-паллисĕр калаçать, шăнăр туртать, ÿчĕ саралать. Пĕрремĕш паллăсем пулсанах тухтăр патне каймалла, вăл киличчен вар-хырăма шывпа тасатмалла. Енчен те кăмпапа наркăмăшлансан 24 сехет хушшинче врача чĕнмесен çын вилсе кайма пултарать.

Кама кăмпа çиме юрамасть; Уйрăмах ачасем кăсăклантараççĕ.

Кăмпа йывăр çимĕç пулнине ăнланмалла, ăна пурин те çиме юрамасть. Ачасене – виçĕ çул тултариччен пачах та! Вар-хырăм чирĕсемпе чирлекенсен те рационта ку çимĕç пулмалла мар. Ватă çынсен те кăмпана апатра усă курма юрамасть.

Эрехпе кăмпа çисен мĕн пулать;

Эрехпе кирек мĕнле кăмпа та хăрушă мар тенине ĕненес çук. Алкоголь çын организмне наркăмăша лайăхрах сăрхăнса кĕме пулăшать.

Кăмпана пасарта туянма юрать-и; Вĕсене тĕрĕслеççĕ-и;

Пасарта сутакан кăмпасене лабораторире ветеринари асăрхавĕ витĕр кăлармалла. Сутуçăн ятарлă талон пулмалла. Анчах та экспертизăна куçпа пăхса кăна тăваççĕ. Пĕр тĕслĕ кăмпасем кăна пулмалла е кашни тĕсне уйрăммăн сутмалла. Çакна та манма кирлĕ мар, ырă мар чунлисем лабораторире пĕр тĕрлине кăтартма пултараççĕ, сутма вара – урăххине. Çавăнпа та сутуçăн сăмахне мар, хăвăрăн куçăра ĕненмелле. Пасарта типĕтнĕ тата маринадланă кăмпасене сутма юрамасть.

Кăмпана хатĕрлес тĕп правила мĕнлерех;

Хăвăрт пăсăлакан çимĕç пулнине шута илсе кăмпана вăрмантан таврăнсанах пĕçермелле. Пĕрремĕш хут пĕçернĕ шывне тăкмалла, шур кăмпа пулин те. Санитари служби кăмпа банкисене тимĕр хупкăчпа хупма сĕнмест. Сывлăш кĕменнипе çакă çынна ботулизмпа чирлеттерес хăрушлăха ÿстерет. Ку чирĕн тăрăхла микробĕсем ботулотоксин кăлараççĕ. Вăл вара тĕнчери чи хăрушă наркăмăшсенчен пĕри – 50 миллилитрĕ 1 миллион çынна вĕлерме пултарать. Çавăнпа та банкăсене полиэтилен хупкăчсемпе хупсан аванрах.

Кăмпана çул хĕрринче пухма юраманни çинчен нумай çыраççĕ...

Кăмпа çĕр çинчи, сывлăшри сиенлĕ япаласене лайăх сăхать, вăл шутра автомобильсем кăларакан газа та. Автомашинăсем нумай çÿремен вырăнта 100–150 метртан пуçтарма юрать, федераллă трасса хĕрринчен вара километр аяккарах каймалла. Мĕн чухлĕ аяккарах – çавăн чухлĕ хăрушсăртарах.

Лавккасенче банкăпа ют çĕршыв кăмписене сутаççĕ, уйрăмах Китайран кÿрсе килнисене. Вĕсене тĕрĕслеççĕ-и, пирĕн вĕсене çиме юрать-и;

Паллах, çĕршыва килекен кăмпасене тĕрĕслеççĕ. Вĕсене промышленноç мелĕпе автоклав усă курнипе хатĕрлеççĕ. Ку ботулизмпа наркăмăшланассинчен сыхлать.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика