10:28 09 сентября 2013 г.
Пулса куртăмăр та – Вăрнарăн хăйĕн Мичурин пур темелле пуль. Мĕн кăна ÿсмест-ши унăн сад-пахчинче! Çумкурăк çеç пĕр çеçке те çук. Купăста пуçĕсем – ал арманĕн выртаççĕ. Кишĕрĕ – Голландирен кÿрекеннипе танлаштараймăн. Боксер алси евĕр помидорсем теплицăра икĕ-виçĕ метр çÿллĕшĕнчен çакăнса тăраççĕ. Ма-ха, эппин, ăшне тăхлан шăратса тултарнă пеккисене Турцирен турттармалла; Хамăрăн çĕр çинчех паха пахча çимĕç туса илме пулать-çке. Çĕр улмие сорчĕсене кура пилĕк-ултă йăрана пайланă...
Юлашки çулсенче вăл санберри текен хĕвел çырли туса илет. Халлĕхе çак курăк пирĕн тăрăхра тĕпленеймен-ха. Ытларах Канада черники – черника-форте теççĕ-мĕн, анчах пирĕн вăрманти хура çырла тăванĕ мар вăл, çултан çула юлса хунамасть. Çÿллĕшĕпе метр çурă таран ÿссе ашкăрать. Шултра чие е вĕтĕ помидор йышши çырлисемпе сывлăха çирĕплетме, эмелленме усă кураççĕ. Сентябрь – çак çырлана пухса илсе варени пĕçермелли вăхăт.
М.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии