10:19 09 сентября 2013 г.
Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе программăсене хутшăнса юлашки çулсенче районта 21 çурта çĕнетсе хăтлăх кĕртме май килнĕ. Çав шутра – Калинино салинче виççĕ. Халĕ акă салари тепĕр – Ленин урамĕнчи 52-мĕш – çуртра юсав ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ.
Нумаях пулмасть ятарлă комисси – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Горбунов, строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Ильин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванова, çурта пăхса-асăрхаса тăракан управляющи компани ертÿçи Ю.Андреев – капиталлă юсав мĕнле пынине тишкернĕ. Уçă конкурсра çĕнтернĕ подряд организацийĕн рабочийĕсем паянхи куна çурт тăррине юсассипе, ăшăпа тата электричествăпа тивĕçтерекен системăсен монтажне ирттерессипе тимлеççĕ.
Çавăн пекех комисси социаллă çурт-йĕр хăпартас тĕллевпе уйăрма çĕр участокне палăртса хунă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии