08:50 04 сентября 2013 г.
Ачасен прависемпе ĕçлекен Чăваш енри уполномоченнăй Вячеслав Рафинов Вăрнарта граждансен йышăнăвне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Римма Федорова хутшăннă.
Йышăнăва тĕрлĕ ыйтусемпе çичĕ çын килнĕ. Çамрăк хĕрарăм, сăмахран, хăйĕн ачине тавăрма ыйтнă. Маларах килĕшÿ тăрăх пепкине опекăна панă пулнă, халĕ тăван амăшĕ ăна хăй воспитани парасшăн.
29-мĕш професси училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк, тăлăхскер, хăйне тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă курайман. Йышăнура ку мĕн пирки пулса тухнине тата малашне мĕн тумаллине сÿтсе явнă.
Тăватă ача амăшĕ пушара пула çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. Унăн çурт хăпартма кредит илнĕ чухне ыйтусем сиксе тухнă...
Вячеслав Рафинов кашни ыйтăвах тĕплĕн уçса панă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии