10:41 28 августа 2013 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ тĕл пулу çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртрĕ.
– Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, – терĕ республика Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. – Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмалларах пултăр тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки виçĕ çулти çитĕнÿсем пирки пите хĕретмесĕрех пĕлтерме пултаратăп. Сирĕнтен, халăхран пытармалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепĕр чухне хивре ыйтусем паратăр тата вĕсене хуравлама кăмăллă мар пулсан та журналистсемпе тĕл пулмашкăн эпĕ яланах хатĕр. Вĕсем чăн пурнăçпа çыхăннăскерсем вĕт.
Михаил Васильевич Чăваш ен аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.
Виçĕ çулти çитĕнÿсем куç умĕнчех, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут чакарнă.
2010 çулта ĕç укçи парăмĕ 120 млн тенкĕ пулнă-тăк кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4,8 млн тенке çити сахалланнă. Шалу 1,5 хут ÿснĕ.
Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, социаллă учрежденисенче вăй хуракансен ĕç укçине сисĕнмеллех ÿстернĕ.
Çынсен ырлăхне ÿстерес тĕллевпе ĕçе кĕртекен политикăн тĕп кăтартăвĕ – халăх йышĕ хăй еккипе юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут ÿсни савăнтарнă. 2013 çулта вăл +0,6-па танлашнă. Çемьесенче 2, 3, 4-мĕш ачасем çут тĕнчене килеççĕ.
Ентешсен пурнăçне пур енлĕн пулăх тумашкăн вăйлă аталаннă экономика кирлĕ. Чăваш Республикин кредит рейтингĕ пысăк, çакна пĕтĕм тĕнчери агентсем те çирĕплетеççĕ.
Патшалăх парăмĕ чакса пырать, 2007–2009 çулсенче республика 2,052 млрд тенкĕ саплаштарнă-тăк, 2011–2013 çулсенче – 11,8 млрд.
Михаил Игнатьев Чăваш енĕн микро- тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă хыççăн журналистсем сăмах илчĕç. Ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч пулчĕç.
«Михаил Васильевич, калăр-ха, тархасшăн, федераци центрĕпе еплерех хутшăнусем йĕркеленчĕç;» – пулчĕ пĕрремĕш ыйту.
– Федераци центрĕпе йĕркеленнĕ хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ, – терĕ М.Игнатьев. – Республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕрлехи вăйпа татса паратпăр. Стратеги пĕлтерĕшлисене илес-тĕк çакна калама пултаратăп, 2012 çулхи утă уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш автономине туса хунăранпа – 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тултарнине паллă тăвассипе çыхăннă указа алă пуснă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче асăннă документпа килĕшÿллĕн унăн мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен хушусене çирĕплетнĕ, вĕсен хакĕ 25 млрд тенкĕрен иртмелле. 2014 çулта федераци бюджетĕнче малтанхи проектировкăсем йĕркеленеççĕ.
Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ наци пуянлăхĕ шучĕпе виçĕ проекта ĕçе кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. Ку вăл – пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви. Пирĕн республика территорийĕпе унăн 120 километрĕ муниципалитетăн тăватă йĕркеленĕвĕ тăрăх иртмелле. Унсăр пуçне федерацин адреслă инвестици проекчĕсемпе, аталану бюджечĕпе, капитал хывассипе 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх федерацин Атăлçи регионĕсен хушшинче Чăваш ен кăтартăвĕсем япăх мар, малтанхи çулхипе танлаштарсан ÿсĕм 144: çитнĕ. Приоритетсене РФ Президенчĕн указĕ тăрăх палăртнă. Чăваш хутлăхĕн отрасль министерствисене пырса тивекен инвестици объекчĕсене те çĕклетпĕр тата хута яратпăр.
Михаил Васильевич «Богданка» микрорайонти строительство ĕçĕсем пирки панă ыйтăва та тĕплĕн хуравларĕ.
– «Богданка» микрорайонта çуртсем хăвăрт çĕкленеççĕ. Асăннă проекта пурнăçлакан инвесторăн кăтартăвĕсем курăмлă. Тĕрĕссипе, ăна конкурс производстви урлă суйласа илнĕ. Çурт-йĕр тăвакан индустри комбиначĕн хăвачĕ чăннипех пысăк.
Микрорайонта кивĕ çурт сахал мар, вĕсенчи çынсене хваттерсене куçармалла, вăхăт факторне хакламалла.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50–60-мĕш çулĕсенче лартнă çуртсенчи çынсене патшалăх пулăшăвĕн шучĕпе çĕнĕ хваттерсем пама май килĕ. Ку çеç-и; Социаллă тытăм учрежденийĕсем çĕкленĕç, ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсем, врач офисĕсем.
Инвестицин асăннă проектне РФ Экономика аталанăвĕн министерствинче хÿтĕленĕ, ăна валли бюджетран 500 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Шупашкар хула администрацийĕнче черетре тăракансене кĕске хушăра хваттерпе тивĕçтермелли çурт-йĕре çĕклеме хавхалантарать çакă.
– Эрех-сăрапа иртĕхекенсем йышланни пăшăрхантарать. Ку енĕпе çирĕпрех мера йышăнма май çук-и; – пулчĕ тепĕр ыйту.
– Ыйту çивĕч паллах, анчах ăна администраци енĕпе кăна татса параймăн, – терĕ М.Игнатьев. – Пурнăç тĕллевне тупнă çынсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ темĕттĕм. Коллективсенче час-часах пулатăп. Ĕçпе тивĕçтерекенсем тивĕçлĕ условисем, çирĕп дисциплина туса хунипе производствăра пĕр çын та эрех-сăрапа пуçне минретмест.
Уявсене илес-тĕк – хальхи самана çыннисем вĕсене эрехпе çыхăнтармаççĕ, чун киленĕçĕ пĕлтерĕшлĕрех вĕсемшĕн. Республика тата хула кунĕсенче тĕп урампа çуран утса тухрăм, çынсемпе хутшăнтăм, ÿсĕрсене курмарăм. Манăн шухăшăмпа – ентешсен тавра курăмĕ ырă еннелле улшăнать, вĕсем яваплăха туйни сисĕнет.
Динамикăна илес-тĕк совет саманинче те урă пурнăç йĕркине тытса пынă темелли çук. Предприятисенче рабочисем ĕçетчĕç, уйрăмах ĕç кунĕ вĕçнелле, проходнойран сулкаланса тухса каятчĕç.
Пытармастпăр, ĕçекен халĕ те çук мар. Сиенлĕ йăлапа пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле, алкоголь продукцине сутмалли йĕркене çирĕплетни лайăх-ха. Çапах та çынсене ĕçлĕ туса, физкультурăпа спорта хутшăнтарса пурнăç илемне хаклама, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентмелле, кашнин ăс-хакăл тата кăмăл-сипет культурине ÿстермелле. Урăхла каласан – çыннăн ырă малашлăха хăйĕн ăнтăлмалла.
«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тăванĕсем Правительствăра йышлă тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и; Мăшăрăрăн миллионĕсем, хальхи йышши хваттере мĕнле майпа туянни те канăçсăрлантарать хăш-пĕрне,» – çак ыйтăва та уççăн хуравларĕ Михаил Васильевич.
– Манăн тĕллев çирĕп, Чăваш ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕçлекенсен хушшинче тăвансем пулмалла мар. Йăх тымарĕ тăрăх унăн тата мăшăрĕн çывăх çыннисем Правительствăра пуррине тупса çирĕплетекен пулсан ăна хамăн çемье бюджетĕнчен хавхалантарма шантаратăп.
Спорт министрĕ пулнă Анатолий Николаев пирки те манăн кум тесе пустуй калаçрĕç. Сăмах сарни ĕçре чăрмантарать кăна. Тепĕр хут калатăп, пĕрле ĕçлекенсен йышĕнче тăван çук. Вĕсем манран мĕн чухлĕ аяккарах – хама çавăн чухлĕ лайăхрах, вĕсемшĕн те çаплах.
Миллионсене илес-тĕк уççăнах пĕлтеретĕп, мăшăрăн Шупашкар хулинчи Водопровод урамĕнчи икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пулнă, ăна тупăш декларацийĕнче кăтартнă. Çемьере ывăлпа хĕр çитĕннĕ май виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçма тиврĕ. Малтанхине сутса тунă укçапа, банкран илнĕ кредитпа тата вăхăтлăха хывнă вклад шучĕпе туяннă ăна. Эпĕ япăх условире пурăнма хăнăхман.
Журналистсенчен хăшĕ-пĕри ялти çуртăм ăçтине те пĕлет. Ăна çĕклес тесе 15 çул материал хатĕрлерĕм, вăрман касрăм, турттартăм, хăма çуртăм.
Декларацире палăртнă тепĕр çурт – атте-аннерен еткере куçни. Пичче-аппа ăна йышăнасшăн пулмарĕ. Унти çĕр лаптăкне акса-лартса тăмалла, налук тÿлемелле. Саккун йĕркине пăсмастăп.
– Политикăри лару-тăру улшăнас пулсан Мускав мэрĕн Сергей Собянинăн тĕслĕхĕпе полномочисене хăварма, кĕрешĕве тепĕр хут тухма пултаратăр-и;
– Обществăпа политика лару-тăрăвне, тăнăçлăха, халăх шанăçне кура кашни регионăн тивĕçлĕ йышăну тума ирĕк пур. Обществăпа политика лару-тăрăвне илес-тĕк – республикăра ку енĕпе пурте йĕркеллĕ. Эпĕ кăна мар, тивĕçлĕ тытăмсемпе халăх та çаплах шухăшлать. Тĕллевĕм тăнăçлăха упраса хăварассипе çыхăннă.
Чăн та уйрăм çынсем хирĕç тăма хăтланнă тĕслĕх пур паллах. Вĕсем республика Пуçлăхне каялла чĕнсе илес тесе алă пустарса çÿрерĕç. Патшалăх Канашĕнчи оппозици партийĕсем çакнашкал ыйтăвах çĕклерĕç. Анчах та ăнăçтараймарĕç.
Ыйту сиксе тухас-тăк хамшăн, республика çыннисемшĕн тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс те тивĕçлĕ йышăну тăвăп. Полномочисене пурнăçламашкăн тепĕр 2 çуллăх вăхăт пур – апла-тăк малашне те халăх ырлăхĕшĕн ĕçлетĕп.
– Нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсене шкулта тÿлевсĕр апат çитерессине йĕркелеççĕ-и;
– Çакă республика бюджечĕн параметрĕсемпе çыхăннă. Мĕн чухлĕ укçа кирлине палăртса ЧР Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явăпăр, тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр.
Сăмах май, ашшĕ-амăшĕн те ачисемшĕн яваплă пулмалла. Эпир вĕсене патшалăхăн социаллă тÿлевĕсемпе туллин тивĕçтеретпĕр.
– Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Михаил Васильевич, 1-мĕш класа хăш шкула кайнă эсир. Ачăрсем ăçта ăс пухаççĕ;
– Хамăр ялтан 3 çухрăмра вырнаçнă Янăш шкулĕнче ăс пухма тытăннă, лайăх вĕренме тăрăшнă.
Ачасем хулари 5-мĕш гимназире пĕлÿ илеççĕ. Унта вĕсене конкурспа суйласа илнĕ. Асăннă вĕренÿ учрежденине урăххипе улăштарас шухăш ачасен те, хамăрăн та çук.
Чăваш ен Пуçлăхĕ пресс-конференцие пухăннă журналистсене ыйтусемшĕн тав турĕ. «Вĕсем республикăра пурăнакансене чăннипех хумхантараççĕ. Сирĕнпе хутшăнса чылай пулăма уçăмлатрăм тата ыйтăвăрсене хуравланă май çитменлĕхсен сăлтавне тишкерме пикентĕм. Малашне те яланхиллех тĕл пулăпăр. Эпир сирĕншĕн яланах уçă. Телей сунатăп. Хăвăр ĕçе чунпа пурнăçласа тăван республика халăхĕн тăнăçлăхĕшĕн тăрăшма ырлăх-сывлăх сунатăп», – терĕ Михаил Васильевич тĕл пулăва вĕçлесе.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии