09:30 21 августа 2013 г.
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе çăлтăрпа пĕрле ирттернĕ ирхи зарядкăна хутшăннă. Сывă пурнăç йĕркин тата спортăн çак уявĕ кăçал 30 пин çынна пуçтарнă. Çакă ку мероприятие Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине те кĕртме май парать.
Михаил Игнатьев пухăннисене Хула кунĕ ячĕпе саламланă, тăван тăрăха, спорта юратнишĕн тав тунă.
Хĕрлĕ площадьре иртнĕ массăллă спорт мероприятине Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, ертÿçĕсем, депутатсем хутшăннă.
Зарядкăна паллă актер тата телеведущий Виктор Логинов ертсе пынă, çынсем ăна ытларах «Счастливы вместе» сериал тăрăх аван пĕлеççĕ.
Вăрнар районĕнчен çăлтăрпа ирттернĕ ирхи зарядкăра 50-а яхăн çын пулнă. Вăл йышра ытларах – çамрăк спортсменсем, спорт ертÿçисем тата тренер-преподавательсем.
С.СВЕТЛОВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии