09:32 19 августа 2013 г.
Вăрнар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене асфальт сарас ĕç малалла пырать. Ленин урамĕнчи 115 тата 117-мĕш, Строительнăй урамри 5, 7 тата 9-мĕш, К.Маркс урамĕнчи 8 тата 10-мĕш, Советски урамри 13-мĕш çуртсенче пурăнакансем валли чаплă парне пулĕ.
Поселокри çуртсен территорийĕсене юсама кăçал 2,6 млн тенкĕ – вĕсенчен 2,4 млн тенкине республика, 242,2 пин тенкине вырăнти бюджетĕнчен – уйăрнă. Çак ĕçсене пурнăçлама уçă аукцион итогĕсемпе Вăрнарти «НиВА» тулли мар яваплă общество тивĕç пулнă.
Л.ИВАНОВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии