09:25 14 августа 2013 г.
Шăмат кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионра Чăваш Республикин футбол Кубокĕн 75-мĕш финалĕ иртнĕ. Унта вăрнарсен «Химик-Август» команди Шупашкарти «ОМОН»-па тĕл пулнă.
Тĕп хулана çитейменнисем финал итогĕпе кăсăклансах тăчĕç-тĕр. Матч вĕçленнĕ хыççăнах Чăваш ен футбол федерацийĕн сайтĕнче итогсене вырнаçтарчĕç. 1:0 – «Химик-Август» çĕнтернĕ!
Шута вăййăн 6-мĕш минутĕнче Дмитрий Панферов уçнă. «ОМОН»-сен те гол кĕртмелли самантсем пулнă, пирĕн телее, тĕп хула футболисчĕсем вĕсемпе тухăçлă усă курайман.
Вăрнар футболисчĕсемшĕн ку – тăххăрмĕш финал. Кăçалхипе саккăрăшĕнче (!) – Чăваш ен Кубокĕн çĕнтерÿçисем: 2003–2008, 2011–2013 çулсем. Командăра – Альберт Сабиров, Роман Кожатов, Дмитрий Степанов, Алексей Кириллов, Дмитрий Терентьев, Артем Бычков, Дмитрий Иванов, Артем Мищенко, Антон Ефимов, Максим Спинов, Никита Алексеев, Алексей Степанов, Дмитрий Панферов, Роман Шалин, Евгений Краснов, Алексей Иванов.
– Ăнăçу ăнсăртран килмест. Кунта пĕтĕмпех вылякан тренерăн Александр Балыбердинăн яваплă ĕçĕ пытаннă. Паллах, командăн (улттăшĕ Чăваш ен Кубокĕшĕн пуçласа вылярĕç) тăрăшулăхне, ăсталăхне, «Химик» спорт клубĕн мĕн пур службин кулленхи ĕç-хĕлне палăртмасăр иртме çук. Юлашки вăхăтра «Химик-Августшăн» хамăр патра çеç мар, хулара та «чирлекенсем» йышланни савăнтарать, – палăртать «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров.
2013 çулхи сезонра Кубокшăн 27 команда вылянă. «Химик-Август» хăйĕнпе вылякансене нимĕнле шанăç та паман. Финалăн 1Ÿ8-мĕш пайĕнче Ишлейри «Звезда-ИЗВА»-на 6:1, 1Ÿ4-мĕш пайĕнче Сĕнтĕрвăрринчи «Водник» командăна килти вăйăра 8:1, хăнара 1:0, çурма финалта «ФК Ибреси» командăна килте 5:0, хăнара 1:0 шутпа çĕнтернĕ.
Ăста футболистсене, тренерсене, «Химик» спорт клубĕн председательне, унăн ĕçченĕсене черетлĕ Кубокпа саламлатпăр.
С.ЧИКМЯКОВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии