Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районта – Патшалăх Канашĕн депутачĕсем

16:54 10 августа 2013 г.

Виçĕмкун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн анлă ларăвĕ Вăрнар тăрăхĕнче иртнĕ.

Çавна май района ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш ен ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, республика парламенчĕн депутачĕсем килсе çитрĕç.

Депутатсене Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕнче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тата «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг ертÿçи Николай Аливанов кĕтсе илчĕç. Хăнасем Тимĕрçкасси ялĕ çывăхĕнче комбинатăн кукуруза пуссине çитсе курчĕç. Пĕлтĕр аш-какай комбиначĕ Чăваш енре пуçласа кукурузăна çапса тĕшĕленĕ. Кăçал предприяти çак культурăна 1500 гектар çинче туса илет. Ларăва хутшăннисем çавăн пекех аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексне çитсе курчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Комитечĕн пĕрлехи ларăвĕ Вăрнар район администрацийĕн акт залĕнче иртрĕ. Чăваш ен ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад турĕ. Ларура Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тухса калаçрĕ. Вăрнар район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Шумилов та – К.Маркс ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ – сăмах илчĕ. «Кооператив çултан-çул налуксем ытларах та ытларах тÿлет, анчах патшалăх енчен пулăшу сахалланса пырать», – терĕ вăл. «Вурнары Завод СОМ» тулли мар яваплă общество директорĕ Федор Волков тÿрĕ кăмăллă мар сĕт туянакансем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине палăртрĕ. «Вĕсем налуксем тÿлемеççĕ, паракансенчен сĕт пахалăхĕ пирки ыйтмаççĕ, çавна май йĕркеллĕ мар конкуренци пулса тăрать», – терĕ вăл.

Комитет ларăвне хутшăннисем çавăн пекех «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Л.ИВАНОВА

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика