09:31 07 августа 2013 г.
Ял хуçалăх организацийĕсенче уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Районĕпе илсен çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 3328 гектар вырнă, плана 21 процент пурнăçланă. «Сарă ылтăна» йĕтем хуçалăхне 7492 тонна хывнă. Туллăн вăтам тухăçĕ – 23,1 центнер, урпан – 22,2.
Район уй-хирĕнче пĕтĕмпе 35 комбайн ĕçлет, çав шутран 8-шĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн. Нумаях пулмасть предприяти тата тепĕр çĕнĕ «КЛААС» комбайн туяннă. Ăна Сергей Абакумова шанса панă. Мехпарка пуянлатни тыр-пул лаптăкне хăвăртрах вырса пĕтерме май парĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсем улăма 1120 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Кĕр аки ирттерме 3515 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Е.ПОРФИРЬЕВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии