14:57 31 июля 2013 г.
Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинисен тата ытти техникăн юсавлăхне пăхса-асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн тата шалти ĕçсен министерствин патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн пĕрлехи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 31-мĕшĕччен «Трактор» уйăхлăх иртет.
Иртнĕ çулсенчи профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, килти хушма хуçалăхсенче юсавсăр техникăпа усă курнине, ял хуçалăх машинисемпе тракторист-машинист удостоверенийĕсем çук çынсем çÿренине тупса палăртнă.
«Трактор» уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх техника асăрхавĕн тата «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем канмалли кунсенче те рейдсем ирттерĕç.
И.ТИМОФЕЕВ
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии