10:12 29 июля 2013 г.
Вĕренÿ çулне хатĕрленсе
Мăн Явăшри Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта юлашки шăнкăрав хыççăн тÿрех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнчĕç. Юсав ĕçĕсем куллен вăйланса пыраççĕ. Пĕрисем шкул çурчĕн тăррине витме хатĕрленеççĕ, теприсем спорт залĕпе вĕренÿ заведенийĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енчи чÿрече рамисене улăштараççĕ, виççĕмĕшĕсем классемпе кабинетсене юсаса тирпей-илем кĕртеççĕ. Çитес вăхăтра шкулăн иккĕмĕш хутĕнче туалет тăвассине вĕçлемелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен юсавçăсен строительство ĕçĕсене 2 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама тивет.
Ырă пуçару
Тĕрлĕ профессипе ĕçлесе ватлăхри канăва тухнисене хисеплесе тĕл пулусем ирттерессине Мăн Явăшри библиотекăра яланхи йăлана кĕртнĕ. Хальхинче çавра сĕтел тавра Явăш тăрăхĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ библиотекарьсем пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăва ветерансене ăшă сăмахсем каласа Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ. Уйкас Явăшри библиотекăра 40 çул тăрăшнă Анфиса Ильинична Волкова ял халăхне пĕлÿ çăлкуçне епле явăçтарни çинчен кăсăклăн каласа кăтартрĕ. Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисенчен Мăн Явăшри библиотекăра ĕçленĕ Светланăпа Любовь Дергачевăсем, Уйкас Явăшри Лидия Шариковăпа Валентина Ильина тĕрлĕ çулсенче халăх хушшинче кĕнеке сарассипе мĕнле ĕçлени çинчен хыпарларĕç, библиотекăсенче халĕ вăй хуракансене ырă канашсем пачĕç.
Çак пуçарăва Мăн Явăшри Эльвира Петрова библиотекарь йĕркелерĕ. Вăл канăва тухнă ветерансен тĕл пулăвĕсемпе юбилейĕсене малашне те тăтăшах ирттерме шантарчĕ.
Илемлĕ, хăтлă
«Мураты» ял хуçалăхĕн Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче алă вăйĕпе тăвакан ĕçсене механизацилесех тăраççĕ. Сĕт сăвассине, тислĕк тасатассине йăлтах техника вăйĕ çине куçарчĕç. Артезиан çăлĕнчи кивĕ оборудование çĕннипе улăштарчĕç, витесене шывпа тивĕçтерессине тĕпрен лайăхлатрĕç. Хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕп пурнăçласа пырас, пушар тухассинчен сыхă тăрас, витесенчи ĕç-хĕле тĕрĕслессине лайăхлатас тĕллевпе ферма ертÿçин пÿлĕмне видеокамера вырнаçтарчĕç. Сĕт-çу ферминче çĕнĕ общежитие хута яни те выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн пысăк парне пулчĕ.
В.МОСКВИН
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии