09:29 10 июля 2013 г.
Июнь уйăхĕнчен пуçласа Мускав–Шупашкар маршрутпа 142/141 номерлĕ çĕнĕ поезд çÿреме пуçланă. Хушма поезд яни чукун çулпа çак еннелле çÿрекенсем нумай пулнипе çыхăннă.
Кăтартусем тăрăх, ку поезд тивĕçтерĕвĕсемпе пĕр уйăхра кăна 11,5 пин пассажир усă курнă.
Аса илтеретпĕр, 142/141 номерлĕ поезд мăшăрлă кунсенче Мускавран 00-30 сехетре тухса Шупашкара 15-00 сехетре çитет. Шупашкартан поезд çав кунах 21 сехет те 36 минутра каялла тухса каять те Мускаври Хусан вокзалне тепĕр кунне 11 сехет те 15 минутра çитет.
Поезд составĕнче: 7 купе, 8 плацкарт, ларса каймалли пĕр вакун.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии