11:12 17 июня 2013 г.
Вырсарни кун районта икĕ хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă
Çурçĕр иртсен «01» пулăшу номерĕ çине шăнкăравласа Шĕнер Ишекри хăрушă пушар
çинчен пĕлтернĕ. Пушар сÿнтерекенсем килсе çитнĕ çĕре вырăнти клуб çурчĕ çийĕн
вут-çулăм асар-писер явăннă. Йывăç çурта çулăм тавраллах çавăрса илнĕрен пушарпа
чылай вăхăт кĕрешме тивнĕ. Клубран нимĕн те юлманпа пĕрех, çунса юрăхсăра тухнă.
Пушар сÿнтерекенсен ушкăнĕсем тăрăшнипе çулăма çывăхри çуртсем çине куçма паман.
«Хĕрлĕ автана» путлантарма Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн, Калининăри
муниципаллă тата психикăпа неврологи интерначĕн, Ярмушкари уйрăм пост командисем
хутшăннă.
Çав кунах ирхине поселокри пĕр лавккара пушар тухни çинчен пĕлтернĕ. Ирхине
ĕçе килнĕ сутуçă лавккан шалти пайне çулăм сиенленине асăрханă, тÿрех пушар
хуралне шăнкăравланă. Юрать, алăка уçса сывлăша кĕме паман, çулăм çĕнĕ вăйпа
аталанайман. Каçхине алăкпа чÿречесем хупă пулни те «пулăшнă»: сывлăш кĕменнипе
вут-çулăм хăех путланса ларнă. Асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕ
пĕлтернĕ тăрăх, инкек сăлтавĕ электрооборудовани юсавсăрлăхĕпе çыхăннă. Лавккара
таварсем тата шал енĕ кăшт сиенленнĕ.
И.ПЕТРОВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии