11:09 17 июня 2013 г.
Суррогатлă алкогольлĕ шĕвеке саккунсăр майпа сутнăшăн амăшĕпе ывăлĕ суд
умĕнче явап тытĕç. Вĕсем тĕлĕшпе РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви
управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă.
Услапа Нурăс ялĕнче пурăнакан 47-ри хĕрарăма тата унăн 25-ри ывăлне РФ
Уголовлă кодексĕн 238-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (потребительсен пурнăçĕшĕн тата
сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларма пултаракан продукцин е таварсен саккунсăр çаврăнăшĕ)
айăплав тăратнă.
Следстви пухнă материалсем тăрăх, Услапа Нурăсра пурăнакан хĕрарăм кăçал
хĕлле килте 13 литртан кая мар сăмакун хатĕрленĕ. Çак шĕвек тытăмĕнче сиенлĕ
микрохутăшсем тата çусем, çынсен сывлăхĕпе пурнăçне сиенлеме пултаракан ытти
компонентсем пулнă.
Кăçалхи февраль тата март уйăхĕсенче вĕсем ку шĕвеке ял çыннисене çур литрлă
кĕленчене 70 тенкĕпе темиçе хутчен те сутнă.
Следовательсем уголовлă ĕçе туллин тишкернĕ, суда ярса панă.
И.СЕРГЕЕВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии