09:20 05 июня 2013 г.
Июнĕн 4-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш
митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă.
Калаçу вăхăтĕнче обществăри тăнăçлăха сыхлас тата çирĕплетес ыйтусене сÿтсе
явнă. «Чăваш ен тата Раççей çыннисен пĕр çемьери пек пурăнмалла,» – тенĕ Варнава
владыка.
Михаил Игнатьев пурнăçри йăвăр вăхăтра та ырăлăха ĕненессине сыхласа хăварма
кирлине палăртнă. «Ĕненекенсем мĕн чухлĕ ытларах – пирĕн пурнăçра ырăлăх та
çавăн чухлĕ ытларах пулĕ,» – тенĕ вăл.
Хальхи вăхăтра Чăваш енре пурăнакансен 95 проценчĕ православи тĕнне тытса
пырать.
Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии