09:44 27 мая 2013 г.
Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале вак халăхсен кинематографне
халалланă. Нумай нацилĕхе аркатас мар тесен тĕрлĕ майпа усă курса ĕçлемелле.
Сăмахран, кинематографпа. Кинематографи – культурăн пĕр пайĕ.
Совет Союзĕ вăхăтĕнче унашкал индустри кашни халăх валли кирлех пулман. Çак
тивĕçе, сăмахран, чăвашсемпе, çармăссемпе, пушкăртсемпе тата ку тăрăхри ытти
халăхпа çыхăннине, Свердловскри киностуди пурнăçланă, ытти хутлăх валли тата
тепĕр студи пулнă. Халĕ Раççейре çуллен ÿкерекен 150 яхăн ĕçрен
тăваттă-пиллĕкĕшĕ çеç вырăс мар халăх кун-çулĕпе çыхăннă.
Чăваш енре иртекен кино уявне Саха-Якут режиссерĕ Сергей Потапов, Ханты-Манси
режиссерĕ Анастасия Юсубова, «Пушкăртстан» киностуди ĕçченĕсем хăйсен
картинисене илсе килнĕ.
Сергей Потаповăн «Покуда будет ветер» фильм-халапĕпе паллашма май килнĕ те
ĕнтĕ. Вăл якут наци эпосĕ олонхо çинче никĕсленнĕ.
Конкурс программине кĕртнĕ тепĕр ĕç пирки те чарăнса тăрассăм килет. Сăмах –
«Пустой дом» илемлĕ фильм пирки. Нурбек Эген режиссер ÿкернĕ ĕç иртнĕ çул экран
çине тухнă.
Драмăра паянхи Кăркăсстан пурнăçĕ. Картинăра эмиграци ыйтавне, тĕрлĕ
культурăн, халăхăн хирĕç тăрăвне çĕкленĕ.
Чăваш наци библиотекин акт залĕнче Ханты-Мансирен килнĕ Анастасия Юсубова
режиссерăн «Гаснущий очаг» илемлĕ фильмне кăтартнă. Сеанс вĕçленнĕ хыççăн
куравçăсем режиссерпа çеç мар, картинăра тĕп сăнарсене калăпланă Евгения
Банникова тата Виталий Лбов актерсемпе те тĕл пулнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии