10:05 22 мая 2013 г.
Хамăр пурăнакан тавралăха симĕслентересси, хÿтĕлесси кашнин тивĕçĕ.
«Вăрнар лесничестви» хысна учрежденийĕнче пархатарлă ĕçе яваплăха туйса
пурнăçлаççĕ. Кăçал вăрман хуçалăхĕнче хыр, чăрăш, юман калчисем 25 гектар
лартнă. Кунсăр пуçне хăрнă йывăçсен лаптăкне 20 гектар çĕнетнĕ. Хунав вăрман ырă
шанăç парать.
Иртнĕ эрнере хуçалăхăн питомникĕнче пулас вăрман никĕсне хыврĕç: чăрăш, хыр
вăррисене çур гектара яхăн акса хăварчĕç. Ĕçе ятарлă технологине пăхăнса
пурнăçларĕç: акнă хыççăн нÿрĕ тытма йăрансем çине пăчкă кĕрпи сапрĕç, катокпа
пусарчĕç. Çил тухсан пăчкă кĕрпи вĕçсе ан кайтăр тесе йăрансене йывăç щитпа
витрĕç.
Е.Порфирьева
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии