09:09 20 мая 2013 г.
Аварире вуннăн вилнĕ. Пурте – Чăваш енрен
Инкек çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирхине 8 сехет тĕлнелле Пенза облаçĕнче пулнă.
Пенза–Тамбов трасса çинче Константиновка ялĕ тĕлĕнче виçĕ транспорт хатĕрĕ
çапăннă. Хăрушă аварире вунă çын пурнăçĕ татăлнă.
Пенза облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн сайтне вырнаçтарнă информаци тăрăх,
умри транспорт хатĕрĕнчен иртме тăнă чух микроавтобус тягача хыçалтан лектернĕ,
унтан ун çине хыçалтанах пысăк хăвăртлăхпа çăмăл машина пырса кĕнĕ.
Микроавтобусра пирĕн ентешсем пулнă.
Вунă çын вилнĕ тата тăхăр çынна, суранланнăскерсене, Пенза хулин васкавлă
медпулăшу больницине ăсатма тивнĕ. МЧСăн Чăваш енри Тĕп управленийĕн
пресс-служби çирĕплетнĕ тăрăх, микроавтобус хуçи те, вилнĕ пассажирсем те пурте
Чăваш енрен, Вăрмар тата Тăвай районĕсен çыннисем.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии